17 апреля 2013 г.
Кашни çемьере аслa aру çыннисем пурaнаççe. Манaн та çемьере çавaн пек çын пур, вaл манaн асатте. Aна Николай Тимофеевич Тимофеев тесе чeнеççe. Асатте маншaн та, ытти мaнукeсемшeн те чи хаклa та çывaх çын. Халe асатте 80 çулта, апла пулин те вaл пeр самант та eçсeр лармасть, яланах мeн те пулин тума тaрaшать. Алли те çав тери aста, унaн ылтaн аллисем кeреçе аврине çав тери типтерлe те çыпaçуллa туса лартма пултараççe. Çуллахи вaхaтра пахчара eçлеме питe юратать: пахча çимeçсене мeн çуркуннерен пуçласа кeркуннечченех пaхса тaрать: шaварать, çумне те çумлать, пулнa çимeçсене пуçтарса типтерлесе хурать.
Тивeçлe канaва тухичченех манaн асатте Кивe Вaрмарти вaтам шкулaн хуçалaх заведующийeнче 20 çул хушши eçленe, eçре яланах ырa ятлa пулнa вaл, коллективра та хисеплe пулнa.
Кaмaлeпе те асатте ырa та сaпайлa. Асаннепе иккeшe вeсем 51 çул пeр-пeрне пeр сaмахран aнланса, шaкaл-шaкaл килeштерсе пурaнаççe: 5 ача пaхса ÿстерсе пурнaç çулe çине кaларнa. Ачисем те асаттене нихaçан та сивe сaмах каласа кÿрентермен, канмалли кунсемпе уявсенче асатте кeрекине пeрле пуçтарaнсан мeн тери хeпeртемест-ши вaл. Асатте хут купaспа та питe aста выляма пултарать. Вaл хуткупaсне тaсса ярсан пурте ташша тухаççe. Эпe хам та хeпeртетeп, aна тахçанчченех итлесе ларма хатeр. Асатте пире, мaнукeсене, яланах aслa канашсем парса пурнaçра лайaх çын пулмалла тесе вeрентет. Эпe хам та асатте пекех eçчен те ырa кaмaллa, сaпайлa та çын çинче хисеплe пуласчe тесе тaрaшатaп. Асаттене вара татах нумай-нумай çул пурaнса пире савaнтарса пурaнма ырлaх-сывлaх, канлe ватлaх сунатaп.
Т.ТИМОФЕЕВА, 7 класс.
Источник: "Урмарская районная газета"