05 декабря 2012 г.
«Çĕр улмие пуçтарса кĕртрĕмĕр кăна, унтан вара çĕрĕк шăршă кĕме пуçларĕ. Халех çĕрме пуçласан çуркуннеччен нимĕн те юлмасть пуль», – пăшăрханса калаçнине илтме пулать. «Чăнах та, кăçалхи çумăрсене пула пахча çимĕçе упрасси кăткăсланать. Кунсăр пуçне тĕрлĕ хурт-кăпшанкăн та пурăнмалла вĕт. Çĕр улми вара вĕсене тутлăхлă япаласемпе илĕртет. Çурăлнине е касăлнине уйрăмах кăмăллаççĕ сăтăрçăсем. Çĕр улмие пĕр тапăнсан тĕп тăвасса кĕт вара. Çапла нумай чухне чир-чĕр аталанма тытăнать те», – ăнлантарать Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн аслă патшалăх инспекторĕ Алексей Петров.
Сăмах май, мур тени нÿхрепе хуричченех, тĕрĕсрех каласан кăларичченех хур кăтартма пултарать. Чăваш Енре çĕр улмин ылтăн нематоди аталанни пирки пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Инспекторсем кăçал та чирĕн çĕнĕ вучахĕсене тупса палăртнă. Кăçал кăна республикăра 479 çĕр лаптăкĕ (89,08 гектар) çинче çак амак сарăлнине тĕпчесе пĕлнĕ. Унччен пулман районсенче те нематода палăрнине çирĕплетеççĕ специалистсем. Сăмахран, Муркаш тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче. Тĕрĕссипе, чире сарăлма парас мар тесе кунашкал тĕпчевсем çулсерен ирттереççĕ. Шел, нематодăллă лаптăксен шучĕ чакмасть-ха. Чир куçа курăнмасть те кирлĕ мерăсем йышăнма та васкамаççĕ-тăр çынсем. Çĕр улмин тутă пахалăхĕ тата йышлăхĕ вара çулсерен чакса пырать, çапла-и? Специалистсем каланă тăрăх, вăрлăх улăштарнипе кăна лару-тăрăва лайăхлатаймăн кунта. Чи малтанах çĕре сиплемелле.
Пахча çимĕç кăларнă вырăнсенче люпин, горчица акса хăварсан аван, пăрçа йышши культурăсем те чирпе кĕрешме пулăшаççĕ.
Упранă чухне те тимлĕхе çухатмалла мар, паллах. Пĕр купара выртакансенчен тĕрлĕ чир пушшех хăвăрт куçма пултарать. Вăл е ку амак тапăнасран хÿтĕлес тĕллевпе управри сывлăш температурине (2-3 градус) тата нÿрĕклĕхне (90-95 процент) кирлĕ шайра тытса тăмалла. Сывлăш кĕме те майсем пулччăр. Çĕрнисене çийĕнчех кăларса пăрахмаллине кашниех пĕлет ĕнтĕ.
Нÿхрепре е ытти вырăнта упраннă чухне хĕллехи тапхăрта анлă сарăлнă чирсенчен фитопатоген кăмписене тата бактерисене асăнма пулать. Вĕсенчен «иккĕмĕш çăкăршăн» чи хăрушшисен шутне çаксене кĕртеççĕ: фитофтороз, фомоз, çĕрĕк чирĕсем тата ытти те. Вĕсем пĕр пекрех, çавăнпа та комплекслă схемăпа кĕрешмелле. Тĕрĕсрех каласан, лартма пуçланинчен тытăнса упрама хурассичченех. Чи малтанах хавшакраххисенчен хăтăлмалла. Лартас умĕн хĕвел çинче тытни аван. Вăрлăхлăх çĕр улми симĕсленсе шăтма тытăннине лартсан та калча çирĕп пулмалла, тесе çирĕплетет Алексей Валентинович. Иккĕленÿ çуратакан (инфекци лекме пултарнă çĕр пирки сăмах пырать) лаптăкра çĕр улми лартма хатĕрленетĕр пулсан фунгицидсемпе сиенсĕрлетмелле. «Престиж», «Дитан М-45» тата «Максим» текеннисем лайăх витĕм кÿреççĕ. Çĕр улмие касма та ан тăрăшăр – инфекци лекмелли çул уçăлать.
Çĕр улми упранакан вырăнсене вара дезинфекци туса сиенсĕрлетмелле, вентиляци тытăмне йĕркене кĕртмелле. Управра йĕпе тăрасран ятарлă вентиляторсем вырнаçтарма сĕнеççĕ е темиçе эрнелĕхе улăмпа витмелле.