АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр кун та унсăр ан ирттĕр

05 декабря 2012 г.

Вулама юратакан çын - телейлĕ. Çавăн пек çын яланах ăслă, пултаруллă, шанчăклă, кăмăллă туссем хушшинче пурăнать. Хамăн шухăша çирĕплетме эпĕ Пысăк Енккассинчи пĕр мероприяти çинче чарăнас тетĕп. Çак кунсенче шкул библиотекинче «Кĕнекесĕр пĕр кун пурăнни - вăхăта усăсăр ирттерни» кĕнеке уявĕ иртрĕ. Ăна И.Ивановăпа А.Васильева (чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем) ертсе пычĕç. А.Сергеева вĕрентекен «Кĕнеке - паха тупра» презентаци хатĕрленĕ. Вăл иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кĕнеке нумай вуланă ачасене грамотăпа чысларĕ. Акă вĕсем: Н.Христофорова, К.Васильева, М.Александрова (6 «а» класс), М.Гурьева, Л.Павлова, В.Ершов, В.Андреева (6 «б» класс), К.Яковлева. Ю.Иванова (7 класс).

Кĕнекесем кашнин пурнăçĕнче тĕп вырăнта пулмаллине палăртса О.Иванова, Н.Христофорова (6 «а» класс) Ю.Сементерĕн «Кĕнеке» сăввине вуласа пачĕç.

Мероприятире Ю.Силэмĕн «Асамçă пуль эс, ывăлăм» калавĕ тăрăх вăйă иртрĕ. Уяв вĕçĕнче палăрнă ачасене çăлтăрсемпе хавхалантарчĕç.

Юлашкинчен шкул библиотекарĕ «Кĕнекене упра» асра тытмалли хутпа паллаштарчĕ, мĕншĕн тесен библиотекăри кĕнекесен ĕмĕрĕ вăрăма тăсăласси ачасенчен килнине палăртрĕ. Уява П.Хусанкайăн «Ачасене» сăввипе вĕçлерĕç. Мероприятире пулнă Р.Теплова ачасене хастар пулнăшăн ырларĕ.

Кĕнеке пирĕн тус пулмаллине палăртса сăмаха Р.Гамзатов шухăшĕпе вĕçлес тетĕп: «...Кĕнекесĕр халăх куçне çыхса янăпа танах: вăл тĕнче курмасть».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика