АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Епископ пулма пилленĕ

05 декабря 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пĕрле Мускаври Çăлавçă Христосăн чиркĕвĕнче Феодор архимандрита Улатăр тата Пăрачкав епископне пехиллеме хутшăннă. Ăна Мускавăн тата Пĕтĕм Раççейăн Сăваплă Патриархĕ Кирилл ертсе пынă.

Вырăс Чиркĕвĕн Пуçлăхĕ Кирилл Улатăр тата Пăрачкав епископне Феодора халал сăмахĕ каласа архиерей туйине панă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе иерарха кĕнĕ Феодор Турра ĕненекенсене пĕрремĕш хут пилленĕ.

Мускаври тĕп чиркÿре çавăн пекех Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов пулнă. Пирĕн республика Пуçлăхĕ Мускавăн тата Пĕтĕм Раççейĕн Сăваплă Патриархне Чăваш Енри нравственноçпа мораль тĕлĕшĕнчи ыйтусем, православи аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă, Михаил Игнатьев Вырăс Чиркĕвĕн Пуçлăхне пирĕн республикăра юлашки 20 çулта пĕрремĕш хут демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни çинчен те пĕлтернĕ.

Мускавăн тата Пĕтĕм Раççейĕн Сăваплă Патриархĕ Кирилл Чăваш Ен Правительствине ачалăха сыхлама республикăра тивĕçлĕ мерăсем йышăннăшăн тав тунă. Кунти демографи лару-тăрăвĕ пурнăç лайăхланса пыни çинчен кăна мар, чăваш халăхĕн ăс-тăнĕ çĕнелсе пыни çинчен те çирĕплетет. Патриарх Чăваш Ен территорийĕнче православи çурчĕсене тунăшăн та тав сăмахĕ каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика