АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çынна ĕç савать

01 декабря 2012 г.

Мĕн авалтанпах «Ĕç çынна илем кÿрет», - тесе калакан ваттисен сăмахне хальхи вăхăтра та ăша хывма тăрăшаççĕ. Ĕçе юратма пĕчĕкренех хăнăхса пымалла, ĕç тутине тутанса пăхма та пĕлмелле, çавăн чухне тин вара ĕçе юратакан чăн-чăн çын пулса ÿсетĕн. Çавăн пек ĕçе мĕн пĕчĕкрен хăнăхса пынă çын вăл манăн чи юратнă çыннăм, кукамайăм Тамара Петровна Степанова.

Тамара Петровна Кивĕ Вăрмар ялĕнче 1957-мĕш çулхи март уйăхĕн 11-мĕшĕнче кун çути курнă. Ашшĕ-амăшĕшĕн Тамара çуралнă кун çемьере чи телейлĕ кунсенчен пĕри пулнă. Анчах çемье савăнăçĕ нумая пыраймасть, Тамара 6 çулта чухне йывăр чирлесе выртнă хыççăн амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Килте тăван мар амăшĕ пулни Тамарăна килĕшсех кайман. Пĕчĕкренех вăл çитĕннĕ çынсем тăвакан ĕçсене хутшăнать: фермăра ĕçленĕ, колхозниксемпе пĕрле уй-хир ĕçĕсене тухнă. Пур ĕçе те çапла хăнăхса пыни ăна çитĕнсе çитсен те нимĕнле йывăр ĕçрен те хăрамалла маррине вĕрентсе пырать. Шкулта та лайăх вĕреннĕ, 8 класс хыççăн Шупашкара вĕренме тухса кайнă. Кунта вăл сутуçă профессине алла илсе тăван килне таврăнать. Вăрмар поселокĕнчи лавккара ĕçлеме пуçласан хăйне пур енчен те пултаруллă пулнине кăтартать вăл. Ĕçри юлташĕсем те, лавкка ертÿçи те хĕре мухтаççĕ, парнесене тивĕçет. Хитре те маттур хĕре ялти каччă Владимир Степанов асăрхать. Кĕçех вĕсем иккĕшĕ çемье çавăрса пĕрле пурăнма тытăнаççĕ. Килĕштерсе пурăнакан çамрăксен 2 хĕр ача çуралать. Телейлĕ çемьере савăнăç нумая пырайман, Тамарăн мăшăрĕ Владимир пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайса çамрăк çемьене тăлăха хăварать. Тамара çак инкек хыççăн та хуçăлса ÿкмен - темле пулсан та ачасене ура çине тăратмалла. Вăл вара «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче складсен заведующийĕ пулса ĕçлеме тытăнать те паянхи кунччен те çак ĕçре тăрăшать. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Тамара Петровнăн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те нумай. Акă кăçалхи Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне вăл Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулчĕ. Тамара Петровна тивĕçлĕ канура пулин те, юратнă ĕçĕнчен хăпаймасть. Паянхи кун вăл çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса складра тырă тирпейлесе сортлассине тимлет. Килти ĕçсене те хăех туса ĕлкĕрет манăн кукамай. Эпир, унăн мăнукĕсем, ăна пушă вăхăтра яланах пулăшма тăрăшатпăр. Вăл вара пирĕнпе 2 хĕрĕпе, кĕрÿшĕпе, 3 мăнукĕпе чунтанах савăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика