АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Илемре» илемлĕ ишрĕç

01 декабря 2012 г.

Çак кунсенче «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче районти иккĕмĕш физкультурăпа спорт Спартакиади шучĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн предприятисемпе организацисен, учрежденисен, хула, ял тăрăхĕсен командисем хушшинче шывра ишсе мала тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ.

Шывра ишсе пултарулăхне кăтартма килнĕ спортсменсене район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов саламланă, пурне те ăнăçу суннă.

Ăнăçу тенĕрен «Илем» физкультурăпа спорт комплексне уçнă хыççăн Вăрмарсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче курăмлă çитĕнÿсем тăваççĕ. Акă иртнĕ кунсенче кăна шывра ишес енĕпе республикăра мала тухассишĕн Çĕрпÿре ирттернĕ ăмăртура Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен О.Иванова, И.Голубев, Н.Чернова, О.Чернов çитĕнÿсем тунă. Шывра ишес енĕпе ЧР Федераци президенчĕ СССР спорт мастерĕ И.Воронов (вăл пирĕн ентеш, Çитмĕш ялĕнчен) Вăрмар спортсменĕсен çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă пулнине палăртнă.

Чăвашсем авалтанах: «Шыва кĕмесĕр ишме вĕренеймĕн», - тенĕ. 2009 çулта бассейн ĕçлеме пуçланăранпа шыва кĕрсе ишме пĕлекенсен, çитĕнÿсем тăвакансен йышĕ ÿссех пырать. Çакна районти ăмăртăва хутшăннисем те çирĕплетсе пачĕç. Пĕрремĕш вырăна «Илем» ФСК ĕçченĕсем - хуçисен ăсталăхĕ те пысăк, стенисем те пулăшаççĕ пулĕ - пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕш вырăнта - РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче ĕçлекенсем, район администрацийĕн команди Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкултан «туртса» илсе виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Педагогсен тăваттăмĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ. Хула, ял тăрăхĕсем хушшинче Энĕшпуçсене çитекен пулман, 2, 3, 4 вырăнсене Вăрмар хула, Мăнçырмапа Чулкас ял тăрăхĕсем пайланă. Çĕнтерÿçĕсене яланхиллех Хисеп хучĕсем, медальсем, Кубоксем парса чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика