01 декабря 2012 г.
«Сывлăха сутăн илеймĕн», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсен чăн пĕлтерĕшне ачасен ăшне хывас тесе тăрăшаççĕ Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта.
Акă «Сывă пурнăç йĕркишĕн» акци вĕçленчĕ. Унăн ĕçĕсене пĕтĕмлетсе шкулта пысăк уяв ирттерме палăртнă. Унăн чĕнĕвĕ: «Здоровому все здорово!» Кашни класс, 1-мĕш класран пуçласа 9-мĕш таран, ку конкурса тĕплĕн хатĕрленчĕ.
Часах палăртнă кун çитрĕ. Ноябрĕн 23-мĕшĕ. Уроксем хыççăн шкулĕпех пысăк залра пухăнчĕç. Ачасем хаваслă. Нумайăшĕ костюмсем туса хатĕрленĕ. Кунта кам кăна çук пулĕ! Айболит тухтăр, Тасалăх, витаминсем, Вараланчăк, тĕрлĕ чĕр чунсем...
Уява чи кĕçĕннисем, 1-мĕш класра вĕренекенсем, пуçларĕç. Вĕсем пирус çинчен çырнă юмаха сцена çинче питĕ ăста выляса пачĕç. Пирус туртни сывлăхшăн мĕнле сиенлĕ пулнине кăтартса пачĕç. Пĕчĕк артистсене куракансем тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Пĕрремĕш класс хыççăн ытти класс ачисем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Ачасем питĕ тăрăшрĕç. Анчах хĕрÿ тавлашура пĕрремĕш вырăна пĕрремĕш классем çĕнсе илме пултарчĕç. Вĕсене курма килнисен ячĕпе шкул директорĕ М.Краснова хĕрÿллĕн саламларĕ. Хăйсен ăсталăхне татах та туптама сĕнчĕ. Тав сăмахне, паллах, класс руководителĕ Н.Николаева та тивĕçрĕ. Ăна ĕçре, пурнăçра çирĕп сывлăх, пысăк ăнăçусем сунчĕ. Уяв пурне те питĕ кăмăла кайрĕ. Уявра курни-илтни ачасене пурнăçра усă кÿрессе шанас килет. Пуçра çак сăвă йĕркисем çуралчĕç:
Пирĕн çĕршыв сывлăхшăн
Тăрăшать çуллен.
Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшар куллен.
Сăра, пирус е эрех -
Пирĕн тăшмансем.
Мечĕк, йĕлтĕр те турник -
Ак пирĕн туссем.
Ирхине ирех тăрсан эс
Физзарядка ту.
Çĕнĕ кун пуçланчĕ, сис,
Чун уççи вĕт ку.
Кăмăл уçă, савăк,
Сывлăх пултăрччĕ.
Çитĕнсе ыр çын пулас тăк
Халех тăрăшасчĕ.
Сывă пурнăç йĕркишĕн
Кар тăрар йышпа.
Хамăрăн пуласлăхшăн
Тăрăшар çапла.