АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çывăх çын

01 ноября 2012 г.

Раççейре Амăшĕн кунне нумаях пулмасть уявлама пуçларĕç. Анне ăрăва, этемлĕхе тăсакан, ачана воспитани паракан ăста пулнине ăнланса илни, ăна чыс тума кирлине - пĕр кун кăна мар, çулталăкăн кашни кунĕнче - ăнланса ăша хывма май парать. Çавăнпа та уяв иртнĕ кунран вăхăчĕ малаллах шурĕ пулин те, ăна тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче ирттернипе кĕскен те пулин паллаштарасшăн.

Кĕтеснер. Ял библиотекине Аннесен кунне уявлама 3-4 çулхи ачасемпе амăшĕсем пухăнчĕç. Л.Ломоносовăпа С.Скворцова вĕсемпе тĕрлĕ конкурссем ирттерчĕç. Ачасем амăшĕсене хаваспах пулăшса пычĕç, хăйсем хатĕрленĕ чечексем парнелерĕç. Культура ĕçченĕсем уяв ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Библиотека заведующийĕ С.Скворцова аннесене халалласа слайд-шоу хатĕрленĕ, ăна «Пĕтĕмпех аннесенчен...» ят панă. Унта ачапа амăшĕ хушшинчи таса та çирĕп юратăва çирĕплетекен ÿкерчĕксене вырнаçтарнă. Ачасем хавхалануллă пулни, амăшĕсем тав сăмахĕсем калани уяв тивĕçлĕ шайра иртнине палăртать.

Л.ЛОМОНОСОВА.

Чулкас. Кашниншĕн - ача-и вăл е çамрăк, тен, çулланнă çын та - анне чи хаклă çын. Вĕсен кунне халалласа Чулкасри культура центрĕнче пысăк уяв иртрĕ. Культура ĕçченĕсем юрăсемпе, ташăсемпе савăнтарчĕç, аннесене халалланă сăвăсем вуларĕç. Уява амăшĕсемпе асламăшĕсем, кукамăшĕсем кăна мар - вĕсен ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем те пуçтарăнчĕç. Чыслав çавра сĕтел хушшинче чей ĕçсе чуна уçса калаçнипе вĕçленчĕ.

Кивĕ Вăрмар. Анне – çĕр çинче хаклăран та хаклă, çывăх та ытарайми çын. Ун умĕнче кашни ача пысăк парăмра, çĕре çити пуç тайса ăна саламласан та эпир хамăрăн аннесене ырă сăмах каласа пĕтерейместпĕр.

Хамăрăн чи ырă туйăмсене палăртма пирĕн шкулта аннесен ячĕпе хатĕрленĕ концерт иртрĕ. Çак концерта шкул çулне çитмен ачасем Г.Васильева музыка руководителĕ ертсе пынипе тăрăшса хатĕрленнĕ. Концертра аннесем çинчен ачасем сăвăсем вуларĕç, юрăсем, такмаксем юрларĕç. Çавăн пекех хитре чăваш ташши ташласа та амăшĕсене савăнтарчĕç пĕчĕк шăпăрлансем. Унтан амăшĕсемпе ачасем тĕрлĕ конкурссем ирттерчĕç. Кунта шÿтлĕ ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем парассипе тупăшрĕç. Конкурссем амăшĕсене те, ачасене те питĕ килĕшрĕç. Амăшĕсемпе пĕрле пĕр картана тăрса «Буги-вуги» ташша ташлани чылайччен асра юлчĕ.

Юлашкинчен ачасем «Яланах хĕвел пултăр» юрра шăрантарса Амăшĕн уявне вĕçлерĕç. Мероприяти пурне те килĕшрĕ.

И.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика