АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавăрса пама васкăр!

01 декабря 2012 г.

Районти тĕп библиотекăна çынсем йышлăн çÿреççĕ. Кунта çÿрекенсем хаçат-журналсемпе, тĕрлĕрен информаципе усă курма пултараççĕ - пирĕн библиотекăра 40 пине яхăн тĕрлĕрен литература. Кунта кĕнекесемпе хаçат-журнал анчах мар - чылай информаци магнитлă, электронлă хатĕрсем çинче упранать.

Паянхи куна библиотекăна 4 пине яхăн вулакан çÿрет. Чи нумай, чи лайăх вулакансен ячĕсене асăнса хăварас килет. В.Селиванова, Е.Ананьева, В.Нарсов, М.Кораблев, В.Кормилицин, Н.Боков, И.Петров, Н.Кузнецов, А.Коротков, Р.Павлова, А.Васильев, Г.Кузьмин, Н.Павлова, Т.Шмелева, Г.Твердова, М.Петров, Г.Чернова тата ыттисем те. Кунне миçе çын кĕрсе тухмасть-ши библиотекăна?

Анчах та хăш-пĕр вулакансем пĕрре килеççĕ те хăйсем кĕнеке илнине мансах каяççĕ, темиçе çул хушши килте тытса усраççĕ. Кун пек вулакансем патне телефонпа та шăнкăравлатпăр, аса илтеретпĕр, анчах вĕсен йышĕ чакасшăн мар. Çак статьяна вуласа тухнă хыççăн, кашниех хăвăр килти кĕнекесене пăхса илĕр-ха, библиотека штампĕпе кĕнекесем çук-и? Тен хăвăр, сирĕн çывăх çынсем, сирĕн шкулта вĕренсе пĕтернĕ, хулана тухса кайнă ачасем кĕнекесене пире тавăрса пама манман-и? Библиотека тĕлне манса кайнă пулсан, аса илтерер-ха: эпир Мир урамĕнчи 8 çуртра вырнаçнă. Декабрьте кĕнекесене каялла тавăрса памалли уйăхлăх иртет. Ку уйăхлăха вулакансем активлă хутшăнасса шанатпăр!

Эпир, библиотека ĕçченĕсем, кашни вулакана хапăл туса кĕтетпĕр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика