АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ĕçĕ обществăшăн курăмлă

01 декабря 2012 г.

Инкек нихăçан та куçа курăнса килмест. Сусăрланасси кашни утăмрах пулма пултарать. Автомашинăсем палăртнă вырăнта хăвăртлăха чакармасăр чупни е ытти пăтăрмах. Сусăр çуралнă ачасен йышĕ те ÿсет. Обществăшăн вĕсене тимлĕх кÿресси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Вăл е ку тĕлĕшпе сусăр пулса тăнă çынсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлет те Пĕтĕм Раççейри инвалидсен Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи обществи. 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрмар районĕнче 1911 инвалид шутланнă. Çулталăкăн кашни кварталĕнчех районти халăха социаллă пулăшу паракан пайăн, РФ пенси фончĕн Вăрмарти управленийĕ, тĕп больницăн специалисчĕсемпе, юристсемпе, «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕсемпе, ытти структурăсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулатпăр. Чылай мероприяти районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче иртет. Тĕп библиотека çумĕнче хĕрарăмсен «Сударушка» клубĕ ĕçлет. С.Щербакова ертсе пынипе эпир те кунта курăмлă тÿпе хыватпăр, сусăр çынсем те кунта кĕтнĕ хăнасем. Клубра çĕнĕ кĕнекесемпе, писатель, композиторсен тата паллă ентешсен пултарулăхĕсемпе паллашатпăр.

Сусăрлисен пĕлÿ шайне ÿстерес енĕпе библиотекăра «Инвалидсене социаллă пулăшу парасси», «Хамăр правасене хÿтĕлеме вĕренетпĕр», «Ырăлăх валли ырă чĕресем» кĕнекесемпе хаçат-журнал куравĕсем йĕркелеççĕ.

Инвалидсем Çĕнĕ çулхи каçсене, Раштав уявне, Мăнкун, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă уявсене кăмăлпа çÿреççĕ. Аслă Çĕнтерÿ, Юратупа шанăç, Амăшĕн кунĕсем пурне те пире пĕрле пулма йыхравлаççĕ. Çавăн пекех эпир «Раççейри юристсен ассоциацийĕ» обществăлла организацин районти консультаци пунктĕнче иртекен тĕл пулăва хутшăнса прокуратура, нотариат, район администрацийĕн тĕрлĕ пайĕн специалисчĕсемпе тĕл пулса кирлĕ канашсем илетпĕр.

Районти библиотекăрах ирттерекен «Ырă канашсем» лектори те пирĕншĕн ют мар. Çак мероприяти вăхăтĕнче РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикин Вăрмар уйрăмĕн специалисчĕсемпе тĕл пулса умра тăракан ыйтусене сÿтсе яватпăр. Çул çÿреве те тухса çÿретпĕр, сентябрь уйăхĕнче кăна Тутар Республикинчи Раифски монастыре кайса килтĕмĕр. Чирлĕ инвалидсем пирки те манмастпăр. Вĕсем патне больницăна, килĕсене çÿретпĕр. Телефонпа шăнкăравласа сывлăхĕ, хăйсене мĕнле туйни пирки ыйтса пĕлсех тăратпăр, хамăр пултарнă таран пулăшу кÿме тăрăшатпăр.

Сусăрлă çынсене социаллă реабилитаци парас тĕлĕшпе спортпа культура мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Шашкăпа шахматла выляс турнирсене О.Вакин йĕркелесе пырать. Июль уйăхĕнче Кÿкеç поселокĕнчи «Улăп» спортпа сывлăх комплексĕнче сусăрсем хушшинче тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем ирттернĕччĕ. Унта арçынсем хушшинче сĕтел çинче теннисла выляса малти вырăнсенчен пĕрне А.Трофимов йышăннă.

Районти тавра пĕлÿ музейне кунти экспозицисемпе паллашма килсех çÿретпĕр. Музей директорĕ В.Цыфаркин тĕрлĕ куравсем йĕркелесе çĕнĕлĕхсемпе паллаштарсах тăрать. Районти ача-пăча библиотекин ĕçченĕсемпе пĕрле сусăр ачасем валли тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр, Культура ĕçченĕсемпе тата районти ытти тĕрлĕ организацисемпе ĕçленин витĕмĕ пысăк - вăл е ку ĕçе ыттисемпе пĕр шай тăвайманнисем хăйсене обществăн туллин членĕсем пулнине туяççĕ.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тунă май çакна каласшăн - пулăшу кĕтекенсене яланах алă пама тăрăшăр. Ырă туни çĕре ÿкмест. Общество çакна ăнлансах пырать, вăл е ку енĕпе сывлăх енчен сусăрланнисем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче те çитĕнÿсем тăваççĕ. Пурне те вĕсене çак паллă кун умĕн çирĕп сывлăх, чунпа яланах малалла ăнтăлма сунас килет, хăвăр умăра лартнă тĕллевсене, тăванăмăрсем, çывăх çыннăмăрсем пулăшнипе, ку енĕпе патшалăх та курăмлă пулăшу кÿрет, пурнăçласах пырăр. Юлашкинчен сăвăланă 8 йĕрке:

Мы вами гордимся: вы - сильные люди,

Хоть каждый ваш день и нелегок порой.

Пускай же поменьше тревог в жизни будет,

Пускай же пореже терзает вас боль!

Желаем спокойствия, сил и терпенья,

Чтоб рядом всегда кто - то мог поддержать,

Сегодня в ваш праздник оставьте волненья,

Ведь праздники весело надо встречать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика