АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Россельхозбанкăн Вăрмарти хушма офисне - 5 çул

01 декабря 2012 г.

Раççейре ял хуçалăх банкĕ РФ Президенчĕн Хушăвĕпе 2000 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Паян вăл агропромышленность комплексĕн кредитпа финанс системин тĕп пайĕ пулса тăрать. Россельхозбанкăн акцийĕсем 100 проценчĕпех патшалăх харпăрлăхĕ шутланаççĕ. Банкăн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти хушма офисĕ йĕркеленнĕренпе 5 çул çитрĕ.

Асăннă уйрăмра тăрăшакансем хăйсен уявне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Унăн пуçлăхĕ А.Максимова палăртнă тăрăх, кăçал юридици сăпатĕнче тăракан çынсемпе - 54 (86 миллион та 857 пин тенкĕлĕх), уйрăм çынсемпе 2000 ытла (197 миллион та 116 пин тенкĕлĕх) килĕшÿ тунă. Çав шутран 500 çынна тĕрлĕ кредитпа тивĕçтернĕ. 104 граждан расчет счечĕ уçнă. Уйрăм кил хуçалăхне аталантарма 450 çынна кредит панă. Хальхи вăхăтра Россельхозбанкăн Вăрмарти хушма офисĕ районти халăха 23 тĕрлĕ кредитпа тивĕçтерет. Çакна палăртмалла: асăннă уйрăмра кредит проценчĕсем пĕрре те пысăк мар. Калăпăр, çурт-йĕр хăпартмалла е хваттер туянмалла пулсан ипотека кредичĕпе усă курма меллĕ. Потребитель кредичĕпе мĕн кирлине туянма пулать. Асăннă хушма офиса укçа-тенкĕ процент шучĕпе ÿстерме хывма юрать. Тепĕр майлă каласан клиент ыйтăвне пур енлĕн тивĕçтереççĕ кунти ĕçченсем. Вăрмарти хушма офисра 11 çын тăрăшса вăй хурать. Вĕсем клиент ыйтăвне пур енлĕн тивĕçтерме тăрăшаççĕ.

Уяв ячĕпе кунти ĕçченсене саламлама Россельхозбанкăн Чăваш Енри уйрăмĕн директорĕн заместителĕ Н.Федотов та килнĕ. Вăл Вăрмарти хушма офисĕн ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ, клиентсен ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтерме çирĕп сывлăх сунчĕ. Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков та Россельхозбанк ячĕпе чылай ырă сăмахсем каларĕ, район халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ. Çавăн пекех Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Алексеева, «Светлана» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ С.Белоусова, уйрăм çын предприниматель В.Енькова уяв ячĕпе саламларĕç. «Иванов В.А», «Иванова О.А.», «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем Россельхозбанкпа тачă çыхăнура кал-кал ĕçлесе пынăшăн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика