АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе явнă

01 декабря 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Мускавра «Газпром» АУО Правленийĕн Председателĕпе А.Миллерпа тĕл пулнă. Республика территорийĕнче Газпром хутшăннипе инвестици проекчĕсене пурнăçламалли малашлăха сÿтсе явнă.

А.Миллер Чăваш Республикинче çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр мĕнлерех пуçланнипе кăсăкланнă. Михаил Васильевич республикăра газификаци çÿллĕ шайра пулнине палăртнă. Газпром пулăшнипе ялсене газ кĕртесси вĕçленнĕпе пĕрех, çакă пурăнмалли çуртсен 80 процентне яхăн газпа тивĕçтерекен тытăмпа çыхăнтарассине пурнăçлама май панă.

М.Игнатьев А.Миллера Шупашкарта 7500 вырăнлăх Пăр керменĕ тăвас ĕç мĕнле пыни çинчен каласа кăтартнă. Унта «Газпром» АУОн 250 млн тенкипе тата Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн укçи-тенкипе усă кураççĕ.

Енсем çавăн пекех Шупашкар хулинчи Атăл леш енчи территорие газ кĕртес ыйтăва сÿтсе явнă.

Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Инди Республикин РФ Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе А.Малхотра господинпа тĕл пулнă. Тĕл пулу кăтартăвĕсем тăрăх А.Малхотра Чăваш Ен журналисчĕсемпе курнăçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика