АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх - пурлăх

28 ноября 2012 г.

Хальхи вăхăтра тĕнчере 250 млн ытла çын сахăр диабечĕпе чирлет. Раççейре 2,3 миллион ытла çын çак диагнозпа пурăнать. Шута илменнисем мĕн чухлĕ тата; Чылайăшĕ хăйĕн çак чир пуррипе çуккине те пĕлмест. Чăннипе вара диабетлисем 10 млн çынна та çитме пултараççĕ. 750 пин çын инсулинпа сипленет. Пирĕн республикăра 22,163 çынна шута илнĕ, урăхла каласан, халăхăн 1,7 проценчĕн - сахăр диабечĕ. Юлашки 5 çулта çак чирпе чирлесси 30 процент ÿсрĕ. Чылай чухне 1-мĕш типлă сахăр диабечĕ 30 çула çитменнисен палăрать. Кун пек чухне çын тăтăшах шыв ĕçет, çине-çинех шăрать (çĕрле те), хăвăрт ывăнать, суранĕ ÿт илмесĕр тарăхтарать, ÿчĕ кĕçĕтет. Шăкра ацетон пурри е сывланă чухне ацетон шăрши палăрни хăвăртрах тухтăр патне каймаллине, инсулинпа сипленмеллине пĕлтерет.

40-50 çултан иртнисен чылай чухне 2-мĕш типлă сахăр диабечĕ пуçланать. Вĕсем питĕ хăвăрт ывăнаççĕ, ăс-тăнĕ арпашать, пуçĕ çаврăнать, юн пусăмĕ ÿсет, куç вăйĕ чакать, урисем ыратма, ар органĕсем кĕçĕтме тытăнаççĕ.

20 çул каялла «2-мĕш типлă сахăр диабечĕ» диагноза 60 çултан иртнисене кăна лартнă пулсан халĕ вăл ачасемпе çул çитменнисен хушшинче те тĕл пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика