АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туртмасан, пурнăç та вăрăм пулĕ сан

28 ноября 2012 г.

Пирус туртни, шел пулин те, паянхи кун нумай çыннăн сиенлĕ йăли шутланать. С.Боткин паллă тухтăр чĕре чирĕпе вилнĕ, хăйĕн пурнăçĕнчи юлашки кунĕсенче вăл çапла каланă: «Енчен те эпĕ пирус туртман пулнă пулсан пĕр асапланмасăр тата темиçе çул пурăнăттăм».

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, тăтăшах табак туртни пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пирĕн организма наркăмăшлантарать, юлашкинчен вара тĕрлĕ йывăр чирсем патне илсе çитерет. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем: тута, çăвар, ÿпке, вар ракĕ, шала кайнă бронхит, астма, вар язви, чĕрепе юн тымарĕн системин чирĕсем, вĕсем йывăр сиенленни тата ытти те. Çапла ÿпкене табак сĕрĕмĕпе тултарса ырă курнăшăн организмăн çакăн евĕр чирсемпе кĕрешме тивет. Паллах вĕсем тÿрех пуçланмаççĕ, çамрăк чухне вăй пур вăхăтра хăратмаççĕ-ха. Наркăмăшлă пирус тĕтĕмне сывласа илнĕрен апат ылмашăнăвĕ улшăнать, сахăра йышăнасси начарланать, чĕре ĕçĕ япăхланать, мышца вăйĕ, юнăн кислородпа пуянланаслăхĕ чакать. Çавна пула çын хăвăрт ывăнать, тулхăрать, ыйхă пăсăлать, вăй-хал, ăс-тăн чакать. Психологи тĕпчевĕсем тăрăх темиçе уйăх пирус туртнă хыççăнах çыннăн ас туса юласси, реакци хăвăртлăхĕ, тимлĕх чакнине палăртаççĕ. Хĕр туртма пуçлани вара тата та хăрушăрах. Пирус мăкăрлантаракан хĕрарăм ахăртнех сывă ача çуратаймасть. Çавăнпа та табакран шăпах çамрăкла, çăмăлрах чухне сивĕнмелле. Юлташусем пирус туртаççĕ пулсан, вĕсен культура шайĕ пĕчĕк. Çавăнпа та эсĕ пĕрремĕш пирус туртма пăрахса вĕсене тĕслĕх кăтарт. Çакăн пек паттăр утăм туни сана ыттисем умĕнче те çÿллĕрех шая хăпартĕ.

Мĕнле хăтăлмалла-ха çак сиенлĕ йăларан? Пирус туртма пăрахасси ытла та йывăр тенине ÿстерсе калаççĕ. Хăвăра хăвăр çирĕп хатĕрлесе çитерсен пĕр-икĕ эрнерен пирус туртас килни чакать е вуçех те çухалать. Анчах та хăвăра тытма пĕлĕр. «Акă юлашки хутчен туртса яратăп та, ырантан пăрахатăп» тесе калама юрамасть.

Енчен те хăвăрăн çак сиенлĕ йăларан хăпма вăй-хал çитмест пулсан нарколог пулăшăвĕпе усă курма çак адреспа пырăр:Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 25 çурт, медицинăпа психологи пулăшăвĕн уйрăмĕ. Кунта квалификациллĕ психологăн, психотерапевтăн консультацине анонимлă пулăшу илме май пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика