АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ун пурнăçĕ - çамрăксемшĕн тĕслĕх

28 ноября 2012 г.

Атайкасси ялĕнче пурăнакан Елена Андреевна Андреева пирки çырма ларсан чи малтанах çак йĕркесем пырса кĕчĕç. Пĕрре те ахаль мар - хальхи çамрăксене чылай чухне чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, юрату çитмест.

Çакна вара Елена Андреевна пирки калаймăн. Кăçалхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче вăл 90 çул тултарчĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çĕршывăн чи йывăр вăхăчĕпе тÿр килнĕ. Малтан ялти пуçламăш шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн Энĕшпуç шкулĕнче 7 класс таран вĕреннĕ. Малаллах ăнтăлнă хĕр - 1940 çулта Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ, 1942 çулта диплом илнĕ хыççăн ăна Энĕшпуçĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн Атайкассинчи трахома чирĕпе хирĕç кĕрешекен пункта медицина сестри пулса ĕçлеме яраççĕ. Пĕр хушă вăл Урнар ялĕнче те çак ĕçпех ĕçленĕ, кайран каллех - тăван ялта. 1945 çулта вĕсем В.Димитриевпа çемье çавăраççĕ, виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса çитĕнтереççĕ. Шăкăл-шакăл калаçса, телейпе хурлăха пĕрле пайласа пурăнаççĕ. Шел пулин те, Николай Дмитриевич, вăл нумай çул хушши «Авангард» совхозра тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ, 1978 çулта пурнăçран уйрăлса каять.

Кун-çулпа эпир хуçа мар çав, пурнăçĕ вара малаллах шăвать. Тивĕçлĕ канăва тухсан та Елена Андреевна совхозра чылай хушă вăй хурать. Халĕ вăл хăйĕн хĕрĕпе Любовь Николаевнăпа пурăнать. 6 мăнукĕпе 12 кĕçĕн мăнукĕ унăн чун килĕнĕçĕ пулса тăраççĕ. 90 çулхи юбилейпе саламлама асăннă кун тăванĕсемпе çывăх çыннисем пуçтарăнчĕç. РФ Президенчĕн В.Путинăн тата Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн саламлă çырăвĕсене районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Иванов вуласа пачĕ, Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕн ячĕпе кунти тĕп специалист В.Муллина саламларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика