АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн чĕри - чи ăшши

28 ноября 2012 г.

Вăхăт пире пĕр хĕрхенмесĕр сиккипе чупать. Хăш-пĕр чухне эпир хамăрăн вĕçĕ-хĕррисĕр ĕçсене пула йĕри-таврари илеме те курмастпăр, ура айĕнче кăчăртатакан юра та туймастпăр. Кашни минучĕ ĕçре иртет:отчет хатĕрлемелле, тумтир якатмалла, яшка пĕçермелле...Анчах çак васкавлă хăвăртлăхра хĕрарăмшăн тĕп шухăшĕ вăл – унăн ачи. Тăван тĕпренчĕкĕ çинчен амăшĕ самантлăха та манмасть. Амăшĕн кунне юлашки вăхăтра анлăрах та анлăрах уявлама тытăнтăмăр.

Пирĕн Карăкçырмари ача сачĕ те çак уявран айккинче юлмарĕ. Уяв хаваслă та кăсăклă иртрĕ.Кашни ачан хăйĕн амăшĕ çинчен чи лайăххи, чи хитри, чи юратни тесе калас килчĕ. Ачисем юрăсем шăрантарнă вăхăтра амăшĕсем хăйсен юратнă тĕпренчĕкĕсем çине савăнăçпа ялкăшса тăракан куçĕсемпе пăхса ларчĕç. Мероприятие юмахри сăнар Вупăр карчăк килчĕ. Вăл чи малтанах ачасем хăйне систерменшĕн кăштах çиленнĕ пек турĕ, кайран вара хăй те пĕрлех савăнчĕ. «Анне пире пĕр сăмахсăрах ăнланать, ăшă, юрату, илем парса тăрать. Пирĕн пурин те аннене хисеплемелле, юратмалла», – терĕ Вупăр карчăк. Юмахри сăнар амăшĕсене те ахаль ларма памарĕ. Тĕрлĕ ыйтусем, вăйăсем ирттерчĕ. Амăшĕсемпе ачисем савăнсах пĕр-пĕринпе тупăшрĕç, ăшă кулăпа çуталсах тăчĕç. Юлашкинчен ачасем хăйсен аллипе хатĕрленĕ парнисене юратнă амăшĕсене парнелерĕç. Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика