28 ноября 2012 г.
Тупах клубĕнче Амăшĕн кунне паллă турĕç.
Клуба тин ача çуратнисем те, 80 çул урлă каçнисем те пуçтарăннă. Чи малтанах аннесем çинчен клуб заведующийĕ А.Савельева сăмах пуçарчĕ. 80 çулхи Е.Семенова, 5 ача пăхса ÿстернĕскер, хăйсен ачисене мĕнле пăхса ÿстернине, ĕçе çÿренине аса илчĕ. Çамрăксенчен, пилĕк ача пăхса ÿстернĕскер, Т.Емельянова каласа кăтартрĕ. Ун хыççăн ача садне çÿрекен Машăпа Никита Савельевсем сăвăсем каласа савăнтарчĕç. Ватăсен куçĕсенчен куççуль тухрĕ, вĕсем ĕлĕкхине аса илчĕç пуль. Клуб заведующийĕ А.Савельева тĕрлĕ вăйăсем выляттарчĕ, кашни вăйă хыççăн ватăсене парне пачĕ. Чи нумай парне Г.Андреева çĕнсе илчĕ. А.Леонтьева купăспа ташлаттарчĕ. Ун хыççăн çавра сĕтел хушшинче аннесем чей ĕçрĕç. Савăнăçлă кăмăлпа килĕсене саланчĕç.