28 ноября 2012 г.
Вăрмарти 3-мĕш номерлĕ «Шуçăм» ача садĕнче Амăшĕн кунне ирттерчĕç.
Амăшĕн кунне халалласа шкул çулне çитмен ачасем амăшĕсене тĕрлĕ ташă-юрăпа савăнтарчĕç. Интереслĕ сценкăсем лартса пачĕç, сăвăсем каларĕç.
Вăтам ушкăнри ачасем «Золотая мама», «День сегодня необычный», «Мама» юрăсемпе савăнтарчĕç. Илĕртÿллĕ тум тăхăннă «матрешкăсем» юрă юрласа, ташласа та пачĕç. Н.Михайлова кĕçĕн воспитатель ертсе пынипе хаваслă ташă «Барбариски» кăтартрĕç.
Аслă ушкăнри ачасем «Мама - солнышко мое», «Мамочка любимая», «Моя мама лучше всех» юрăсем юрлани амăшĕсен чунне тиврĕ. «Калинушка» ташша ачасем тĕлĕнмелле хитре ташларĕç. Кашăксемпе те, сунчăксемпе те ташăсем ташласа кăтартĕç. Çакăн пек уявсем туса чыслани амăшĕсемшĕн ачасенчен пысăк парне пулчĕ. Ачасем хăйсен аллисемпе тунă парнесене те амăшĕсене парнелерĕç.
Амăшĕсем уявпа кăмăллă юлчĕç. Ку коллективра ĕçлекенсене тав сăмахĕсем каларĕç, малалла та тăрăшса ĕçлеме вăй-хал сунчĕç.