АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейри чи лайăх руководительсенчен пĕри

28 ноября 2012 г.

Пысăк Енккассинчи Клавдия Мироновнăпа Анатолий Гаврилович Гаврилов ятлă-сумлă çынсем. Тăван хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн хăйсен мĕн пур вăй-халне панă. Анатолий Гаврилович уй-хир бригадинче тăрăшнă, Клавдия Мироновна бухгалтерта ĕçленĕ. Тăватă ывăл ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Питех те шел, çемье пуçлăхĕ пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Владимирпа Виктор ывăлĕсем те çамрăклах çĕре кĕчĕç. Ĕçчен те туслă çемьере тĕрĕс воспитани илсе ÿснĕ Валерианпа Владислав ывăлĕсем вара ял пуянлăхĕ, чысĕ, мухтавĕ.

Валериан халĕ шыв коммуникацийĕн Санкт-Петербургри патшалăх университечĕн Мурманск хулинчи филиалĕн директорĕ, вырăнти чăвашсен культура пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ, экономика наукисен кандидачĕ.

Сăмах Владислав çинчен пырĕ. Пысăк Енккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт тăван колхозра вăй хурать. Унтан Хусанти патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетне вĕренме кĕрет те 1988 çулта вĕренсе тухать. Çамрăк специалиста физвоспитани кафедрин ассистенчĕ пулма çирĕплетеççĕ. Ун хыççăн ăна тĕрлĕ яваплă ĕç шанса параççĕ. Пур çĕрте те хăйĕн пултарулăхĕпе палăрса тăрать. 1991-1997 çулсенче - КамАЗ физкультурăпа спорт управленийĕн вĕрентÿпе спорт ĕçĕсен пай начальникĕ, тĕп специалист. Вăлах «КамАЗри баскетбол клубĕ» обществăлла организацин тренер-администраторĕ. Шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлать, пултаруллă спортсменсем хатĕрлессишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, ăсталăхне парать. Ĕçе чунтан парăннă чăваш каччине часах «КамАЗ-Дизель» акционерлă уçă обществин кадрсен пайĕн начальникĕ пулма уйăрса лартаççĕ.

2008 çултанпа В.Гаврилов Анат Чаллăри (Набережные Челны) «КамАЗжилбыт» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркелекен пултаруллă руководителе хулари суйлавçăсем хула Канашне депутата суйласа пысăк чыс тăваççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политикăлла партирен суйланнă депутата хула халăхĕн пурнăçне лайăхрах тивĕçтерес тата хула тăвас ĕçе планлас енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председателĕ пулма çирĕплетеççĕ. Ĕçре пысăк опыт пухнă Владислав Анатольевич суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларассишĕн тата вĕсен наказĕсене пурнăçа кĕртессишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, тăрăшулăхне парать, вăй-хала шеллемест. Депутатсен кашни Пухăвĕнчех хăйĕн программинчи тĕллевĕсем çинче чарăнса тăрать: «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă управленин тарифĕсен теми халĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Комиссин тата депутатсен задачи - çав тарифсене чакарассишĕн мерăсем йышăнмалла е çак шайрах тытса хăварма тăрăшмалла, ÿсме памалла мар.

Хулана никĕсленĕренпе 40 çул иртрĕ. Çак тапхăрта нумай çуртсем, сооруженисем, çулсем кивелчĕç, вĕсем капиталлă юсав ĕçĕсем кĕтеççĕ», - тет вăл. Менеджерсен Ассоциацийĕ тата «Коммерсантъ» издательство çурчĕ кашни çулах Раççейри ертсе пыракан менеджерсен рейтингне ирттерет. Кăçал вара чи лайăх 1000 руководительсен рейтингне те йĕркеленĕ. Раççейри чи лайăх руководительсен йышĕнче пирĕн ентеш, хула Канашĕн депутачĕ В.Гаврилов та пур.

Владислав Анатольевич тăван яла килсех çÿрет. Шкула, Культура çуртне, Пăртас чиркĕвне тата кĕнеке кăларакансене укçа-тенкĕ парса пулăшать, спорт мероприятийĕсем йĕркелет. Кăçал та, Владислав пиччĕшĕпе, Афганистан вăрçинче интернационалла тивĕçе пурнăçласа таврăннă Виктор шăллĕне асăнса ял урамĕсен командисем хушшинче мини-футбол енĕпе турнир ирттерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем парса чыс турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика