28 ноября 2012 г.
Чăвашсем мĕн авалтанах ахальтен мар: «Вĕреннĕ çын хурамаран та вĕрене тунă», - тесе каланă. Чăн та тĕплĕ те пахалăхлă пĕлÿ илнĕ çын кăна çĕршыв тĕрекĕ, ăна малалла аталантаракан пулма пултарать. Пĕлÿ пухмачне тултарма вара хăтлă шкул, вăхăт ыйтнипе килĕшÿллĕн техника базипе пуян вĕрентÿ учрежденийĕсем пултараççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Республика парламенчĕн 42-мĕш сессийĕнче хăйĕн ЧР Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне 2012 çул валли янă Çырăвĕнче çакна уйрăмах палăртса: «Республика пуласлăхĕ эпир хамăр ачасем çине мĕнлерех пăхнинчен тата вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕнчен килет. Асăннă ĕç наци вăй-хăвачĕн аталанăвĕ, вăл конкуренци хуçаланакан хутлăхра пурăнма, наукăпа тачă çыхăннă производствăсенче ĕçлеме хатĕр пулнипе витĕм кÿрет», - тенĕччĕ. Çакăн валли республикăра нумай ĕç тунине те палăртнăччĕ Михаил Васильевич. Тумалли те пур, çакна Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн çуртне çĕклеме пуçлани те çирĕплетет. Ял тăрăхĕнче кун пек пысăк стройка юлашки çулсенче пулман. 160 ача вырнаçмалли шкул «Урмарская» КСО акционерсен хупă обществинче вăй хуракансем тăрăшулăх кăтартнипе куллен-кун çÿлелле кармашать, тĕрлĕ коммуникаци сооруженийĕсене хута ярассипе те ĕç кал-кал пырать. Кирпĕч çумне кирпĕч - иккĕмĕш хут та хăпарать. Çав вăхăтрах шал енчи стенасене хăпартас ĕç те пырать. Эпир пынă кун туса пĕтернĕ котельнăйăн çуртĕнчен шкула пыракан ăшă пăрăхĕсене В.Николаев бригадир ертсе пынипе бетон плитасемпе хуплатчĕç, Н.Григорьев крановщик, А.Дмитриев, Г.Васильев каменщиксем тăрăшулăх кăтартатчĕç. Пысăк вольтлă кабельсене хурас енĕпе уйрăм бригада ĕçлет, канализацие хута ярассипе те специалистсем вăй хуратчĕç. Ю.Васильев прораб пĕлтернĕ тăрăх кунсерен çак объектра «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ АХО 30 ытла ĕçченĕ вăй хурать, ÿсĕмсем тăвать: хăпарать шкул çурчĕ, хăпарать, ачасене пĕлÿ илмешкĕн йыхравлать.
Пинерте хута вĕрентекен шкула 1888 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче уçнă. Тепĕр çултах унта 35 арçын ача çÿренĕ, 1892 çулта - 28. 1902 çулта 49 арçын ачапа 8 хĕр ача вĕреннĕ...
2012-2013 вĕренÿ çулĕнче вара Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Пинерпе Вăтакас ялĕсенчен 98 ача пĕлÿ пухать.