28 ноября 2012 г.
Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче республикăри «Çулталăк çемйи – 2012» конкурсăн финалне тухнă çемьесене савăнăçлă лару-тăрура чысласси иртрĕ. Конкурса хутшăннă 149 çемьерен 28-шĕ финала тухнă.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.Самойлова финала тухнă çемьесене саламланă май республикăра нумай ачаллă мăшăрсен шучĕ çулсеренех ÿссе пынине палăртрĕ. 2009 çулта çакăн пек çемьесем 7996, 2012 çулта – 8311 пулнă. А.Самойлова министр конкурса хутшăнакансене пурнăçра активлă пулнăшăн, тĕрĕс-тĕкел ачасем çитĕнтернĕшĕн тав сăмахĕсем каларĕ, Амăшĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ.
«Çулталăк çемйи-2012» ята Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Силеровсен çемйи тивĕçнĕ. Татьяна Геннадьевнăпа Игорь Геннадьевич Силеровсем 20 çул пĕрле пурăнаççĕ, 5 ача çитĕнтереççĕ, çемье бизнесне ертсе пыраççĕ. Конкурсра çĕнтерни çемьешĕн вĕсен пурнăçĕнчи тата тепĕр савăнăçлă пулăм пулчĕ. «Пирĕн пултарулăха, çемье йăлисене, çитĕнÿсене пысăк хак пани кăмăла питĕ çĕклерĕ. Нумай ачаллă çемьесен ыйтăвĕсене татса парассипе республика тĕлĕшĕнчен пысăк пулăшу панине хаклатпăр. Хамăр та пурăнмалли çурт-йĕр туянмалли программăна хутшăнатпăр», - тет Татьяна Геннадьевна.
Районта нумай ачаллă Силеровсен çемйине лайăх пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Çемье пуçлăхĕ И.Силеров 20 çула яхăн Вăрмарти тĕп больницăра шăл тухтăрĕ пулса ĕçленĕ. Кăçал вара хăй стоматологи клиникине уçнă. Мăшăрĕ Татьяна кунта бухгалтер пулса ĕçлет. Ĕç те, вĕрентÿ те Силеровсене 3 ывăлпа 2 хĕр çитĕнтерме чăрмантармаççĕ. Аслă ывăлĕ 12 çулта, кĕçĕнни çулталăк çурăра. «Мăшăрланнă чухне ача шучĕ пирки питех шухăшламан, каярахпа мăшăрпа иксĕмĕр те ачасем пирĕн пурнăç пулнине ăнланса илтĕмĕр. Ачасемпе ятарлă литература вулатпăр, хамăрăн атте-аннесемпе канашлатпăр. Вуласси çине уйрăмах нумай тимлĕх уйăратпăр, кĕнеке вуланă хыççăн ăна пĕрле сÿтсе яватпăр», - тет Татьяна Геннадьевна. Пур енчен те аталаннă Силеровсен çемйи тĕлĕнтерет. Вĕсем шахматла выляссипе, шывра ишессипе, йывăçран, хутран япала касса кăларассипе, столяр ĕçĕпе ĕçлессипе, чечек çитĕнтерессипе те пултараççĕ. Тĕп тĕллевĕ вара - сывă, ăслă-тăнлă, çĕршыва юрăхлă ачасем çитĕнтересси. Силеровсем «Çулталăк çемйи» конкурс çĕнтерÿçисем пулни пĕрре те тĕлĕнмелле мар пулчĕ. Вĕсем чăннипех çĕнтерĕве тивĕç.