28 ноября 2012 г.
Ноябрĕн 23-мĕшĕнче Мускавра М.Игнатьев Раççейĕн çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕпе С.Донскойпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Çут çанталăка сыхламалли программăсене пурнăçлассипе, республикăри вăрмансенчи пушарсемпе тата шыв-шурпа кĕрешессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.
М.Игнатьев федераци министрне Чăваш Ен Правительстви 2010 çулхи вăрмансенчи пушарсен сиенне пĕтерес, вăрмансене сиенлекен, хурт-кăпшанкăпа кĕрешес енĕпе пурнăçланă ĕç çинчен каласа панă.
Тĕл пулура Çавал шывĕ сарăлассинчен хÿтĕленмелли сооруженисен иккĕмĕш черечĕн строительствин проектне федерацин тĕллевлĕ «2012-2020» çулсенче Раççей Федерацийĕн шыв хуçалăхĕн комплексне аталантарасси» программин мероприятийĕсен шутне кĕртес ыйтăва та çĕкленĕ. Çав сооруженисем пурăнакан çуртсене хÿтĕлеме кирлĕ.