24 ноября 2012 г.
Шывра ишес енĕпе республикăра мала тухассишĕн Çĕрпÿре ирттернĕ ăмăртăва тата чемпионата пурĕ 16 команда - 350 ытла спортсмен хутшăннă. Чăваш Енри чи пултаруллă спортсменсем килнĕ кунта. Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Улатăрти, Çĕмĕрлери шывра ишес енĕпе Олимп резервĕсен училищинче вĕренекенсем те айккинче юлман.
Чи вăйлă спортсменсемпе çăмăл пулмассине пирĕн спортсменсем малтанах пĕлсе тăнă. Анчах та пуçа усман вĕсем. Район чысне Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем: О.Иванова (6 класс), И.Голубева (7 класс), Н.Чернова (6 класс), О.Чернов (11 класс) тата ыттисем пултаруллăн хÿтĕленĕ.
Акă, çамрăк спортсменсем 50 метрлă дистанцие çурăм çинче ишсе тупăшма хатĕрленсе тăнă. Ку дистанцире район чысне О.Иванован хÿтĕлемелле. Паллах, Олимп резервĕсен училищисенче вĕренекенсемпе ăмăртма çăмăл пулмасть ăна. Анчах та Оля хăраса ÿкмен. Хăйĕнпе тупăшакансене пурне те кая хăварнă, дистанцие 34,9 çеккунтра вĕçленĕ, пĕрремĕш вырăна тухнă. 100 метра ирĕклĕ майпа ишсе иккĕмĕш пулнă. 50 метра баттерфляй енĕпе ишсе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çапла пултаруллă ишевçĕ (ÿкерчĕк çинче) виçĕ хутчен ишсе виçĕ медаль çĕнсе илнĕ. Пысăк çĕнтерÿ ку.
Пирĕн командăри И.Голубев 100 метрлă дистанцие 1 минутран та маларах - 59,64 çеккунтра ишсе тухнă, виççĕмĕш вырăн йышăннă.
О.Чернов 200 метра ишсе 2-мĕш разряд нормативне пурнăçланă. Н.Чернова лайăх результат кăтартнă.
Шывра ишес енĕпе ЧР Федераци президенчĕ, пирĕн ентеш (Çитмĕш), СССР спорт мастерĕ Игорь Александрович Воронов Вăрмар спортсменĕсен çитĕнĕвĕпе кăмăллă пулни çинчен пĕлтернĕ.
- Пирĕн спортсменсем чăннипех те лайăх ăмăртрĕç. Республикăри хуласенчен пынă çамрăксене те маххă памарĕç. Çывăх вăхăтрах «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче шывра ишес енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕн, хамăр ентешĕн Артем Вороновăн (Çитмĕш) парнисене çĕнсе илессишĕн турнир ирттерме палăртнă, - пĕлтерет комплекс директорĕ Олег Николаевич Иванов.