АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыннăн шанăçне тÿрре кăларман

24 ноября 2012 г.

Кăçалхи август уйăхĕнче Л.гражданка хăйĕн çывăх пĕлекен П. гражданина ачасене пăхма чĕннĕ. Çав кунах Мускав хулинчен унăн мăшăрĕ А. гражданин килсе çитнĕ. Вăл П. гражданинпа пĕрле эрех ĕçнĕ. Ун хыççăн хăйĕн килĕнче А.гражданин çывăрма выртнă. Çав вăхăтра П. гражданинăн Мускавран ĕçлесе таврăннă А. гражданинăнне укçа вăрлас шухăш пырса кĕнĕ. Çавна май вăл А.гражданин патне пырса хăйĕн аллине ун барсеткине чикнĕ те 15000 тенкĕ укçа кăларса илсе тухса кайнă. А. гражданин вăрансан укçа çуккине асăрханă, вăл тÿрремĕнех П.гражданин патне кайнă. Унран хăйĕн укçине ыйтнă, анчах та лешĕ илмен тесе хирĕçленĕ, укçана каялла тавăрса паман. Кун хыççăн Инкек тÿснĕскер полици сотрудникĕсенчен пулăшу ыйтнă. Следстви ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн П. гражданин пирки уголовлă ĕçе Вăрмар район судне ярса панă. П.гражданина айăплă тесе йышăннă. Ăна РФ Уголовлă Кодексĕн 158 статйин иккĕмĕш пайĕн «в» пункчĕпе килĕшÿллĕн пĕр çуллăха юсанса тÿрленмелле ĕçсене хутшăнтарма йышăннă, ĕç укçин 20 процентне патшалăх бюджетне яма йышăннă. Приговора йышăннă чухне Вăрмар район сучĕ П. гражданин суд умне пĕрремĕш хут тăнине, преступление уçса пама активлă пулăшнине, айăпа йышăннине шута илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика