АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăн çĕлĕкĕ те «çунать»

24 ноября 2012 г.

РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви Управленийĕн Çĕрпÿри районсем хушшинчи следстви пайĕ Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕнчи 16 çулхи гражданин пирки уголовлă ĕçе вĕçленĕ. Асăннă гражданина РФ Уголовлă Кодексĕн 158 статйин 3 пайĕн «а» пункчĕпе (пурăнмалли çурт-йĕре саккунсăр майпа кĕрсе çаратни - 13 тĕслĕхпе), асăннă статьян 2 пайĕн «в» пункчĕпе, 161 статйин 1 пайĕпе айăплă тесе йышăннă. Унсăр пуçне пĕр ялта пурăнакан 3 гражданин çак уголовлă ĕçпе айăплине тупса палăртнă. 16 çулхи хĕре тата 26 çулсенчи икĕ арçынна РФ Уголовлă Кодексĕн 158 статйин 3 пайĕн «а» пункчĕпе айăплă тесе йышăннă. Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн 2010 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2012 çулхи февраль уйăхĕ таран Урнар ялĕнче пурăнакан 10 хуçалăхран тĕрлĕ япаласем вăрланă. 2011 çулта 16 çулхи çамрăк çын пĕр хуçалăх килĕнчен автан тата икĕ канистр бензин вăрласа тухма пуçланă, анчах та ăна кил хуçи асăрханă. Çавăн пекех вăл 2012 çулхи март уйăхĕнче 7 çулхи ачаран 50 тенкĕ укçа туртса илнĕ. Çав çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче вăл куçĕ начар куракан пĕр ватă çынна суя 5 пин тенкĕ ваклаттарасшăн пулнă, анчах та ватă çыннăн ăна ваклама укçи çитмен. 2012 çулхи майăн 1-мĕшĕнче çак çамрăк çын пĕр хĕрарăма хĕнесе пĕтернĕ, унăн сывлăхне сиен кÿнĕ. Уголовлă ĕçе Вăрмар район судне тивĕçлĕ решени йышăнма ярса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика