АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă тума васкăр

24 ноября 2012 г.

Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче ырă ĕç тума тăрăшмалла. 18 çула çитнĕ сывă çын донор пулма пултарать. Йывăр операцисенче, юн чирĕсемпе чирлекенсене пулăшма, ачасен инфекциллĕ чирсем пулсан юн препарачĕсемпе тата компоненчĕсемпе усă кураççĕ. Кашни çулах пирĕн республикăра Пĕтĕм Раççейри «Тавтапуç сана, донор» ятпа акци иртет. Кунта Раççейĕн тата СССР Хисеплĕ донорĕсем активлă хутшăнаççĕ. Пирĕн районтан çак акцие А.Евсикова, В.Альбатрос, А.Григорьева, В.Дмитриев, И.Игнатьева хутшăннă. Вĕсем чылай çулранпа хăйсен хисепе тивĕç донор миссине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Пирĕн районта Раççейĕн Хисеплĕ донорĕсем - 36, СССР Хисеплĕ донорĕсем 11 çын шутланаççĕ. 40 хутчен юн панă çынсене «Раççейĕн Хисеплĕ донорĕ» ят параççĕ. Вĕсем патшалăх тата муниципаллă учрежденисенче черетсĕр сипленме, санаторипе курорт путевкисене тивĕçме, кашни çулах хăйсене мĕнлерех майлă тÿлевлĕ отпуска кайма, РФ Правительствин Йышăнăвĕпе кашни çулах 10 пин те 556 тенкĕ укçа илме пултараççĕ. Кашнинчех Донорсен кунне районта пурăнакан С.Белов, А.Федорова, В.Альбатрос, А.Евсикова, Г.Семенов, А.Новосельцев, Ю.Степанов, В.Щербаков активлă хутшăнаççĕ. Ку е вăл çын Донор кунĕнче юн пачĕ пулсан, ăна тÿлевсĕр медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ, апатланма 100 тенкĕ укçа параççĕ, ĕç кунĕнчен (вăл тÿлевлĕ пырать) хăтараççĕ, канмалли кун хушса параççĕ.

Ырă тума васкăр. Çĕр çинче чи хакли вăл - пурнăç. Çакна нихăçан та манмалла мар.

Пĕлсе тăма

Çулталăкне 5 хут юн пама пулать, хушшинчи тăхтав 9 уйăхран кая пулмалла мар. Çитĕннĕ çын организмĕнче 5-6 литр юн. Енчен те унăн пысăк пайне çухатни вилĕм патне илсе пыма пултарать пулсан, 400-450 миллилитр пани сиен кÿмест, пачах урăхла - усă та пулать: юн тытăмне улăштарать, ĕçлес кăмăла çĕклет. Донор сăмаха чăвашла «парнелекен» тесе куçарма пулать. Эппин çынна пурнăç парнелекен пулма васкăр.

Юн парас текенсене Вăрмарти тĕп поликлиникăн процедура кабинетĕнче 8 сехет те 30 минутра кĕтетпĕр (2-мĕш хут). Çумра паспорт пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика