АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сана, аннеçĕм!

24 ноября 2012 г.

Анне... Çак тăватă сас паллинче мĕн тери ырă та ăшă туйăм палăрать. Çак ăшă та хăватлă сăмаха илтсен сан чĕрÿ те, аннеçĕм, кăшт хытăрах тапма пуçланине туятăп. Кашниншĕн анне вăл - пĕртен-пĕрре.

Пĕрремĕш хут кăкăр хыптараканĕ, лăпкаса ÿстерекенĕ, сăпка юрри юрласа параканĕ пирĕн юратнă анне. Маншăн тÿпери вутран та çутă çăлтăр вăл - анне. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн пирвайхи сăмах та - анне.

Кунсем, çулсем иртеççĕ сисĕнмесĕр, эпир те çитĕнсех пыратпăр. Часах тăван килтен тухса кайса пурнăç çулĕ çине тăратпăр, çемье çавăратпăр, ача-пăча çитĕнтеретпĕр. Эпĕ тăван килтен тухса кайнăранпа кĕçех çичĕ çул çитет ĕнтĕ. Пĕлетĕп, темĕнле пулсан та, яланах килте юратнă çын кĕтет, маншăн пăшăрханать, пулăшма тăрăшать.

Пурăнан пурнăçра кулянмалли те, пăшăрханмалли те час-часах пулать. Санăн хура çÿçу куляннипех шуралчĕ пулĕ. Аннеçĕм, мĕнпе сана эп пулăшам-ши, мĕнпе упрам-ши сывлăхна? Мĕнле сăмах тупса калам-ши сан чунна йăпатма.

Шăмат кун каçхине эсĕ мана кăмакаран тин çеç пиçсе тухнă техĕмлĕ кукăльпе кĕтсе илетĕн. Ирпе вара ял хапхи таранах ăсатса яратăн. Инçе çула ăсатнă чух телей сунса пиллетĕн. Макăрас марччĕ тесе ăшшăн йăл кулатăп, сана йăпатма эп тăрăшатăп. Эсĕ хирĕç нимĕн те шарламастăн, ассăн çеç сывлатăн. Ларсассăн хурçă ут çине яратăп куççулĕме эп ирĕке. Туртать-çке чун тăван киле, тухса каяс килмест инçе. Каллех ача чухнехилле ларасчĕ сан чĕрçÿ çине, выртасчĕ сан ытамунта, ачаш сассупа киленсе...

Ытарайми анне, аннеçĕм! Асăмран тухмасть санăн ăш-пиллĕ йăл-куллу, сар çу евĕр кăмăлу. Пул ĕмĕр çамрăк эсĕ, нихçан ан ватăл. Анне, чи ăшă сăмасем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕ сана пуç тайма. Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эп сан умра.

Çакă çутă тĕнчере пурăннишĕн, кашни кунах сар хĕвел ăшшипеле киленнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Çакăншăн, АННЕ, сана тав тăватăп!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика