АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи ĕçченни, пултарулли, ылтăнран хаклă çын

24 ноября 2012 г.

Таврана хура чаршав карса илчĕ. Каçхи тÿпене пин-пин çăлтăр çутатрĕ. Вĕсем çине пăхса эпĕ чи çуттине шырарăм. Çав йăлтăркка çăлтăр манăн анне пулĕ терĕм. Вăл ман çинелле пăхса куçне хĕсрĕ, манпа вылярĕ. Чунра темле ăшă юхăм сарăлнă пекех туйăнчĕ, çав юхăм ман черченкĕ кĕлеткене çупăрларĕ, ачашларĕ. Хам сисмесĕрех чи хаклă çынна чĕнтĕм «Анне».

Анне, аннеçĕм! Эсĕ манпа юнашар пулни чи пысăк телей. Акă ирхине куçа уçатăп та эсĕ пÿртре утса çÿренине куратăп. Чунра лăпкă-лăпкă. Анне - эсĕ манăн лăпкăлăхăм.

Сар хĕвел тÿпене хăпарса хăйĕн ăшшине таврана сапалать. Аннеçĕм, эсĕ те маншăн хĕвел пекех. Санăн ăшă куллу ман кăмăла çĕклет. Аннеçĕм, санăн сăн-питÿ çутă пулсан эпĕ те хаваслă, савăнăçлă.

Тÿпери хĕвелпе уйăх пĕр-пĕрне нихăçан та курса савăнаймаççĕ теççĕ, анчах маншăн анне пĕр самант çумра пулманни вĕçсĕр-хĕрсĕр уйрăлупа тан. Пирĕн анне вĕрентекен пулса ĕçлет. Эпир аннепе пĕр шкула утатпăр, çавăнпа яланах пĕрле пулма хăнăхнă. Анчах та каникул вăхăтĕнче пирĕн çывăх çыннăмăр ĕçе кайсассăн унсăр питĕ тунсăхлатпăр. Вăл ĕçрен таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, вĕçĕм çул çинелле пăхатпăр. Анне, эсĕ çулпа утса килнине курсассăн икĕ пĕчĕк çунатăма сарса сан пата вĕçтеретĕп. Аннеçĕм, сан ытамна вирхĕнсе кĕрсен хам çак çĕр çинче тăлăх маррине туятăп.

Анне, эсĕ кил-çурта ăшăтатăн, чун-чĕрене йăпататăн, пурăнма вăй паратăн. Хамăн аннене нимĕнле ылтăнпа та улăштармастăп. Вăл маншăн чи хакли, чи хитри, пултарулли. Çавăнпа хамăн аннеме халалласа çак йĕркесене çыратăп:

Ирхине куç уçсанах -

Аннен сăнне куратăп.

Çепĕç сассине илтсен -

Ун тĕрекне туятăп.

Анне кулли - хĕвел çути.

Ăшăтать-çке чунăма.

Анне ялан çумра пулни

Вăй парать-çке пурăнма.

Ыр ачалăх пуласси -

Анне пĕрле пулсан çеç.

Телей курса ÿсесси -

Анне ăшши пулсан çеç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика