АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене парăнман

24 ноября 2012 г.

Эпĕ, Исаева (Табакова) Тамара Федоровна, 1922-мĕш çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кунтах вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Шупашкарти 2 çул вĕренмелли учительсем хатĕрлекен института вĕренме кĕнĕ. Атте 41 çултах сарăмсăр вилнĕ пирки, фашистла Германи Совет Союзĕ çине вăрă-хурахла вăрçăпа тапăнсан вĕренĕве пăрахса яла таврăнтăм.

Çемьере ачасенчен асли пулнă пирки (пурĕ 6 ача) пĕтĕм пурнăç ман çине тиенчĕ. Вĕсене çитĕнтерме пулăшмалла пулнă.

1941-мĕш çулхи сентябрь уйăхĕнче мана «Маяк» колхоз правленине счетовод-кассир пулса ĕçлеме ĕçе илчĕç. Питех те йывăр пурăнма тиврĕ вăрçă вăхăтĕнче. Вăл вăхăтра 14-15 сехет хушши, пĕр канмалли кунсăр ĕçлеттĕмĕр. Ял халăхĕ тутă пурăнман. Ялти пекарньăра çăкăр пĕçернĕ, ăна сухари туса типĕтнĕ, унтах купăста, паранкă, кишĕр, сухан типĕтсе фронтри салтаксем патне ăсатнă. Çынсем мезга, уйра хĕл каçнă çĕрĕк паранкă пуçтарса пашалу пĕçерсе çинĕ. Хутса ăшăтмалли те пулман. Çулла тислĕкрен кисак (кирпĕч) çăрса типĕтнĕ, хĕлле ăна кăмакара çунтарнă. Каçхине пулсан, ĕç хыççăн, пĕчĕк çунасем туртса вăрмана турат касма кайнă. Лесник тытсан суда парса штрафсем панă.

Хутмалли çуккине пула мунчасенче, темиçе çемье пĕрле пурăннă. Тăхăнма тум-тир те пулман. Пир-авăр фронтри салтаксем валли обмундировани çĕлеме кайнă. Колхозсем вăл вăхăтра сÿс, кантăр акса тунă. Кантăр тунине шывра тытнă, типĕтсе тылăпа тылласа сÿс тунă. Сÿсе арласа çипне станокпа тĕртсе пир-авăр туса кĕпе-йĕм çĕлесе тăхăннă.

Вăрçа ялтан 400 вăй-питти арçын, 15 хĕр ача тухса кайнă, вĕсенчен çурри ытла вăрçă уй-хирĕнче вилсе выртса юлнă. Лизăпа Евгения Егоровасем, пĕр килтен икĕ хĕр, вăрçăра пулнă. Яла юлнă хĕрарăмсене çул-йĕр тума, хĕç-пăшалсем тăвакан заводсенче ĕçлеме, вăрман касма пуçтарса ăсатса янă. Ялтан 220 лашана тимĕр урапасемпе вăрçа янă, тата ăшă тум-тир, çăм атăсем пуçтарса ăсатнă. Канаш хулинче суранлă салтаксен госпиталĕ пулнă. Вĕсем валли апат-çимĕç продукчĕсем (çăнăх, аш-какай, пыл) леçме мана та тÿр килнĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме техника, лашасем çитмен. Вăкăрпа, ĕнесемпе усă курнă. Тырă вырнă кĕлтесене хĕрарăмсем пĕчĕк урапасемпе туртса çĕмеле, капана купаланă, хĕлĕпе авăн çапнă. Патшалăха планпа тырă памалла пулнă, халăха ăна панинчен 10 процентне анчах пама юранă. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе самăртса аш-какайне патшалăха панă. Ватти-вĕтти çĕнтерĕве çывхартас тесе ĕмĕтленнĕ. Хăшĕ-пĕрисем самолет, танк тума укçа панă. Эпĕ те танк колонни тунă çĕре 400 тенкĕ укçа парса пулăшрăм. Халăхăн йÿнĕ хакпа 40 килограмм аш-какай, 8 килограмм çу, çăмарта сутмалла пулнă. Ялти актив килсем тăрăх çÿресе вăрçă заемĕ çырăнтарнă - вăрçă налукĕ тÿлеттернĕ.

Ун чухне ирттернĕ мероприятисене эпĕ пур çĕре те хутшăннă. Ялти ĕçсене йĕркелеме райком парти ертсе пынă, пирĕн ялта унăн уполномоченнăй пулса пултаруллă организатор М.Зайцев пулнă.

Вăрçă пуçлансанах яла Мускав хулинчен, Старые Руссы патĕнчен эвакуациленисем килчĕç. Вĕсене колхозран кашни уйăхра 8 килограмм çăнăх, хутмалли парса пулăшнă. Хĕрарăмсем пахчара, ватă арçынсем фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхатчĕç. Яла юлнă хĕрарăмсене, ватăрах арçынсене 200 ытла çынна Чак ялĕ патне окоп чавма янă. Вĕсем килĕсене хупса пысăкрах ачисене кÿрше хăварнă, выльăх-чĕрлĕхне те пăхма вĕсене хушнă. Елизавета Евгеньева килне хупса Раисăпа Нина пĕчĕк хĕрĕсене кÿршĕри Семеновсем патне хăварса окоп чавма кайнă. 1941-мĕш çулхи ноябрь уйăхĕнче яла çар чаçĕ килнĕ. Çĕнĕ çынсене пуçтарса вăрçă ĕçне вĕрентсе вăрçа ăсатса тăнă. Хĕл каçичченех шкулта, ялти çуртсенче пурăнчĕç. Пурин те пĕр лозунг пулнă: «Пĕтĕмпех фронт, çĕнтерÿ валли».

Шкул ачисем ялти çуртсенче вĕреннĕ. Çырмалли хатĕрсем пулманнипе кивĕ хаçатсем, кĕнекесем çине çырса вĕреннĕ. Эпĕ вĕренсе тухса специальность илеймен пирки тĕрлĕ ĕçре ĕçлемелле пулчĕ. Счетовод-кассир, аслă пионервожатăй, библиотека пуçлăхĕ, пахчаçă, пахча çимĕç бригадирĕнче, районти радиохыпарлавра (1944-1945-мĕш çулсенче) ĕçлерĕм. Обществăлла ĕçсене хутшăннă. Милинский, Евсеев судьясемпе заседательте, Ямпай ялĕнчи «Новая жизнь» колхозра тыр-пул пухса кĕртес ĕçре уполномоченнăй, колхозниксене пенси парас ĕçре, колхозăн «Ленин çулĕпе» хаçатне кăларнă çĕрте, суйлавсен вăхăтĕнче ĕçленĕ. Маншăн тĕлĕнмелли çакă пулчĕ: Чăваш Республикинчен Верховнăй Совет депутачĕ пулма авиаконструктора, Артем Иванович Микояна, тăратнă пулнă. Мана, унăн шаннă çынни пулнă май, районти культура çуртĕнче унăн пурнăçĕ çинчен сăмах калаттарнă.

Нумай çул хушши пурăннă пирки иртнĕ вăхăтра пулса иртнĕ самантсене те аса илетĕп. Колхозсем тунă вăхăтра комбедсем хуçа пулнă. Вĕсем колхоза кама илнĕ, кама илмен. Ĕлĕкхи вăхăтра куç чирĕ, трахома, сарăлнă пулнă. Нумай çынсем суккăрланса ларнă. Вĕсене сыватма трахома чирне сиплекен сестрасем хатĕрленĕ, ятарлă пунктсем уçнă.

Шкулсем сахал пулнă. Уйрăмах хĕрарăмсем çырма та, вулама та пĕлмен. Вĕсене вĕрентме аслă классенче вĕренекенсене çирĕплетнĕ, вĕсем килсем тăрăх çÿресе çырма, вулама вĕрентсе çÿретчĕç. Ырми-канми ĕçлесе пурăннă çынсене кулак тесе пурлăхĕсене туртса илсе çийри тумтирĕсемпе Çĕпĕре ссылкăна янă. Халăх тăшманĕ тесе 10-шар çул тĕрмере усранă, нумайăшне судсăрах персе вĕлернĕ.

1941-1945-мĕш çулсенче пынă вăрçă Совет Союзĕн халăхне тата Европăра пурăнакансене питех те пысăк сиен кÿчĕ.

Ватă пулсан та ахаль лармастăп, алă ĕçĕ тăватăп: çыхатăп, тĕрлетĕп, ÿкеретĕп. Хам алăпа ĕçленĕ япаласене тăвансене, юлташсене, мăнуксене парнелеме юрататăп, хурт-хăмăрпа кăсăкланатăп, кĕçĕн мăнуксене пăхатăп. Чечексем лартса ÿстерме юрататăп, палăк умне, шкула, пионер лагерьне, суту-илÿ çурчĕ тавра, хам ĕçленĕ правлени умĕнче чечексем лартса ÿстерсе илем кÿрсе тăнă.

4 çул хушши район уявĕсенче хамăн алă ĕçĕсемпе халăха паллаштарса Диплом, Тав çырăвĕ, парнесем илме тивĕçрĕм.

Мăшăрпа, Генрих Михайловичпа, 6 ача пăхса ÿстертĕмĕр. Икĕ хĕр, Луизăпа Надежда, аслă пĕлÿ илсе вĕрентекенсем пулчĕç, ÿссе çитĕнчĕç. 19 мăнук, вĕсен ачисем 12 ÿсеççĕ.

Генрих вăрçăра çапăçса ураран суранланнă. Вăл художник, баянист пулнă. Ялти çынсемпе духовой оркестр йĕркелесе концертсем лартса савăнтаратчĕ. Шкулта физкультура, çар ĕçне, ÿнер, музыка, черчени урокĕсем ирттерсе ачасене вĕрентнĕ. Нумаях пурăнмарĕ, 52 çул кăна. 36 çул ĕнтĕ çĕре кĕни.

Çут çанталăка юратни, çынсене ырă тума тăрăшни, ĕçпе вăхăта ирттерни, хурт-хăмăрпа кăсăкланни мана вăй-хал парать, нумай çулсем хушши пурăнма пулăшать.

«Тыл ветеранĕ», «Ĕç ветеранĕ» ятсене илме тивĕçнĕ. Ватă çынсемшĕн хальхи вăхăтри пурнăç лайăх темелле. Патшалăх вĕсене пенси укçи парса пулăшать. Электроэнергипе, газпа усă курни пурнăçа çăмăллатать. 80 çул пурăннă ватă çынсене пăхса пурăнма укçа хушса парать. Вăрçă участникĕн тăлăх арăмĕ пулнă май, эпĕ Шупашкарта хваттер илме тивĕçрĕм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика