АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ята иртсе пыракан çулсем те тĕксĕмлетеймеççĕ

24 ноября 2012 г.

«Сывă пурнăç йĕрки» акци пынă май Мăнçырмари вăтам шкулта вĕрентекенсем ачасемпе тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекенсем шкула пырса «Тасалăх - сывлăх никĕсĕ» пулни çинчен кашни класрах калаçу ирттерчĕç. «Тасалăх - сывлăх никĕсĕ» тени вара ачалăх кунĕсене куç умне кăларчĕ, мĕншĕн тесен хăш-пĕр килсенче çавăн пек лозунг çакăнса тăратчĕ. Унпа пĕрлех «Кил-çуртри тасалăхшăн» текен куçса çÿрекен вымпел та пурччĕ. Çак ĕçсене вăл вăхăтра йĕркелесе ăна тивĕçлĕ шайра ирттерсе пыраканĕ халĕ 92 çулти Мăнçырмари фельдшер пункчĕн заведующийĕ пулнă, юратнă ĕçре 44 çул ирттернĕ Анна Сильвестровна Сильвестрова.

Çулне кура хăйне тĕл пулăва шкула чĕнме хăяймарăмăр темелле-ши, вĕсем патне килне кайрăмăр. Пурнăçа юратаканшăн, пурăнса ирттернĕ çулсенче яланах ыттисемшĕн тăрăшакан çыншăн çулсем иртни ниме те пĕлтермест иккен, никам та ăна 92 çултан иртнĕ тесе калаймасть: питĕнче пĕркеленчĕксем те çукпа пĕрех, куçĕсем лайăх кураççĕ, хăлхисем илтеççĕ, ăс-тăн енчен вара пĕр-пĕр çамрăк çыннăн та ăмсанмалли çеç юлать. Калаçса ларнă май Анна Сильвестровна хăй сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине каларĕ. Хальхи вăхăтра хисеплĕ ветеран хĕрĕпе, Елена Алексеевнăпа, пурăнать.

Елена Алексеевна - амăшĕн династине малалла тăсаканĕ. Шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ Ленăна пурнăç сукмакĕ малтан Шупашкарти медицина училищине илсе çитернĕ. Тăрăшуллă хĕр ку вĕренÿ заведенине те хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, стоматолог специальноçне алла илнĕ. Амăшĕн витĕмĕ вăйлăрах пулнă курăнать, Елена Алексеевнăна хăйĕн пĕлĕвĕ тивĕçтерсех çитереймест, вара вăл Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕрет. «Сиплев ĕçĕ» специальноçпа диплом илет. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех (тухсан та тата 10 çул) Шупашкарта «Васкавлă пулăшу» уйрăмĕнче ĕçлет. Мăшăрĕпе 2 ача пăхса çитĕнтернĕ, пĕр ывăлпа пĕр хĕр. Икĕ ачине те тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшнă (пурнăçра вĕсем хăйсен вырăнне тупнă).

Анна Сильвестровна 1920 çулхи май уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче Мăнçырма ялĕнче çуралнă. Ялти 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан çынсене сыватас кăмăлпа çунакан хĕр Çĕрпÿри 3 çуллăх фельдшерсен шкулне çул тытнă. Дипломлă çамрăк хĕре малтан Куславккана янă. Тăван ен çывăхнерех пулас туртăм ăна 1941 çулта Арапуçĕнчи больницăна илсе çитернĕ. Çĕнĕ çĕрте çĕнĕ çын пурин куçĕ умне те часах лекет вĕт. Анна Сильвестровнăна та Арапуç каччи Алексей Иванович куç хывать. 1945 çулта çĕнĕ çемье чăмăртанать, çĕнĕ çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килет, 1946 çулта амăшĕ пекех илемлĕ те ăшă кăмăллă хĕр пĕрчи Лена çуралать.

Вăрçă çулĕсенче (каярахпа та) куç чирĕпе чирлекенсем нумай пулнă. Ялсенче дипломлă медицина ĕçченĕсем çитмен. Ашшĕ-амăшĕ патне тăван яла килсен çамрăк хĕр çынсен нушине, вĕсем мĕнле асапланнине курса чунне ыраттарнă, ял халăхне çак чиртен сыватма хăйне хăй сăмах панă. Çапла вара 1948 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа Анна Сильвестровна Мăнçырмари фельдшер пункчĕн заведующийĕнче ĕçлеме пуçланă (фельдшерпа акушер пункчĕн хальхи çурчĕ Анна Сильвестровна тăрăшнипе, ырми-канми чупнипе хăпартса лартнăскер).

Ĕç çинчен сăмах тапратсан, паллах, çыннăн ĕçне мĕнле хакланине кăтартакан диплом-грамотăсемсĕр пулмасть. Пĕрремĕш грамотăна 1958 çулта ЧАССР Сывлăх министерстви Хĕрлĕ Хĕрес обществи 40 çул тултарнă тĕле ял халăхне тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ кÿнĕшĕн панă. Район, республика, РСФСР Хĕрлĕ Хĕрес обществи панă грамотăсем кашни çулах, хăш-пĕр çулсенче икшер те.

Анна Сильвестровна - пĕрремĕш категориллĕ фельдшер. Унăн сăнĕ ялти, Арапуç больницинчи, районти Хисеп хăми çинче нумай çул çакăнса тăнă. Тăватă сезона пĕр вĕçрен район Совечĕн депутатне суйланă, темиçе çул Мăнçырма ял Совечĕн депутатчĕ пулнă. Арапуç больницин тĕп врачĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ĕçчен фельдшера больницăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. 1960 çулта тăрăшуллă ĕçчене «Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» паллăпа наградăланă.

Ĕçре тăрăшулăх кăтартнăшăн, ял халăхĕ хушшинче медицина пĕлĕвне сарассине тивĕçлĕ шайра туса пынăшăн пултаруллă хĕрарăм 1960 çулхи майăн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри Хĕрлĕ Хĕрес обществин IV съездне делегат пулса хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Съезд кунĕсене ĕнерхи çинчен каланă пек аса илсе ларчĕ хисеплĕ ветеран.

А.Сильвестрова - тыл тата ĕç ветеранĕ. 1975 çулта «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăпа наградăланă. СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе, Çĕнтерÿ пулнăранпа 30, 40, 50, 60, 65 çул çитнĕ ятпа панă юбилей медалĕсем тирпейлĕн упранаççĕ.

Унăн ĕç опычĕ районта çеç мар, республика шайĕнче паллаштарма тивĕçлĕ пулнине 1960 çулсенче тухнă «За культуру села, за здоровый быт» («Из опыта работы первичной организации Красного Креста колхоза «Правда» Урмарского района Чув. АССР») хаçат лайăх çырса кăтартса парать. Ку хаçат та паян пичетрен тухнă пек тирпейлĕ упранать.

Анна Сильвестровна ĕçленĕ çулсенче район хаçачĕпе те тачă çыхăну тытнă, медицина пĕлĕвне хаçат урлă çынсем патне çитернĕ. Çав сăлтавпах «Хĕрлĕ ялав» хаçат редколлегийĕ хаçатăн активлă корреспондентне майăн 1-мĕшĕ тата çывхарса килекен Пичет кунĕ ячĕпе сывлăх сунса пĕтĕм кăмăлтан саламлать.

Анна Сильвестровна ĕçĕн пархатарлă енĕсем çинчен çырса пĕтересси пулмасть. Сандружинăна çÿрени, районта малти вырăнсене йышăнни, эпир шкулта вĕреннĕ чухне кашни эрнере шкула пырса тасалăха, чĕрнесене тĕрĕслени, килсерен çÿресе тасалăх çинчен калаçу ирттерни, кашнин сывлăхĕпе интересленни... пурте-пурте куç умне тухса тăчĕç хисеплĕ медицина ĕçченĕн килĕнче шăкăл-шакăл калаçса ларнă май.

Вăрăм ĕмĕр пирки сăмах тапратсан вăл çапла каларĕ: «Çынсене ырă çеç тума тăрăшнă, çынра начаррине ним те курман. Ырă туни ырăпа таврăнать. Чиркĕве çÿретĕп. Турă та пулăшать...»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика