24 ноября 2012 г.
Хусан кĕпĕрнийĕн Çĕрпÿ уесĕнчи Арапуç вулăсне кĕрекен Мăнçырма ялĕнче ял халăхĕн пуçарăвĕпе Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисен епархийĕ ирĕк панипе XIX ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче чиркÿ çуртне тума тытăннă. Чиркÿне 1882 çулта туса пĕтернĕ. Чиркÿне йывăçран, юманпа хыр пăрăсĕсенчен, хăпартнă. Ун валли никĕс ярса пуçламашкăн Тихвин хулинчен (халĕ Ленинград облаçне кĕрет) Тихвински Турамĕш Турăшне, унти тăпрана илсе килнĕ, çавăнпа та чиркĕве Мăнçырмари Тихвинри Турă амăшĕ ячĕпе панă. Кун пирки мана чылай вăхăт Мăнçырма чиркĕвĕн старости пулнă А.Васильев каласа паратчĕ, 1893 çулта çуралнă. А.Васильев ялти виçĕ вăрçăра пулнă: 1-мĕш Тĕнче вăрçине, Раççейри Граждансен вăрçине, 1941-1945 ç.ç. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Вăрçă вăхăтĕнче нимĕçсен тыткăнне лекнĕ, унтан ăна Германине илсе кайнă. Тыткăнра А.Васильев пĕр нимĕç хуçа патĕнче ĕçлесе пурăннă.
Вăрçă чарăнсан темиçе çултан вăрçă вăхăтĕнче тыткăна лекнисене реабилитаци тăвас пирки хушу тухсан А.Васильева тыткăнран хăтараççĕ, вара вăл тăван яла, Мăнçырмана, çемйи патне таврăнать. Шел пулин те, А.Васильева арăмĕ кăна кĕтсе илет, ачисем хăрушă чир эпидемине пула пĕчĕклех вилсе пĕтнĕ. Часах А.Васильев чиркÿ старостин ĕçĕсене туса пыма пуçăнать, мĕн ватăличченех ĕçлерĕ вăл çак вырăнта.
Çак йывăçран туса лартнă чиркÿ хăйĕн ĕмĕрĕнче тĕрлĕ пăтăрмахсем сахал мар тÿссе ирттернĕ. Пĕлекенсем астăваççĕ пулĕ, Мускавра та хулан тĕп архитектор-рестовраторĕ Жданов пуçарнипе Христос çăлаканăн Храмне сирпĕтнĕччĕ. Ун вырăнне кайран шывра ишмелли хĕллехи бассейн туса хунăччĕ. Анчах халăх ирĕкĕпе Б.Ельцин РФ Президенчĕ пулнă вăхăтра ăна çĕнĕрен туса лартрĕç. Правительствăн атеистла политики пирĕн таврана çитнĕ. Чиркÿсене хупса пирĕнпе юнашарти ялсенче клубсем, ял совечĕпе колхоз правленийĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсем хыççăн Мăнçырма чиркĕвне те вырăнти влаçсем хĕтĕртнипе хупса лартасшăн пулчĕç. Астăватăп, чиркÿ умне халăх йышлă пухăннăччĕ. Пĕр чике старик халăх умĕнче ял пуçлăхĕсен умĕнче чиркÿ тăрринчи хĕресе улăхса кайса вĕренпе каплататăп терĕ (унăн ятне асăнмăпăр, вăл халь пирĕн хушăра çук). Анчах пухăннă халăх çынна хирĕç çапла каларĕ: «Эсĕ унта улăхма хăтланатăн пулсан улăхса çитиччен хăвна туртса антарса пăрахатпăр». Эпĕ çакна хамăн куçсемпе курнă. Кун хыççăн татах кун пек пăтăрмахсем пулкаларĕç. Анчах халăх чăнлăхĕ çĕнтерчĕ, чиркÿ ĕненекенсен йăлине тивĕçтерме пăрахмарĕ.
120 çула яхăн ларнă çак чиркÿ, ăна пĕрмаях юсаса сăрăсемпе илемлетсе тăнă. Апла пулин те вăхăт иртнĕçемĕн йывăç çурт кивелетех. Юлашки çулсенче унăн колокольни чалăшма пуçланăччĕ, ăна домкратсемпе çĕклесе бетонран никĕсне çĕклерĕç. Яла çут çанталăк газĕ килсен хутса ăшăтма чиркÿ çывăхне пысăк мар котельнăй туса лартрĕç. Çуртне пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле тунă пулин те, инкек сиксе тухнă çав. 2003 çулхи ноябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче çĕрлехи вăхăтра вăйлă çиле пула электропроводка çыпçăнса ларнипе (замыкани) котельнăй тăррине веçех хыпса илнĕ. Пушара çийĕнчех асăрханă пулин те, вăйлă çил çулăма чиркÿ еннелле хăваланă. Пушара алă хатĕрĕсемпе сÿнтерме май килмен. Пушар чаçне пĕлтерсен пушарниксем хăвăрт çитрĕç, кÿршĕри Тăвай тата Канашран та пулчĕç. Çулăм чиркÿ тăрри тăрăх çÿлелле хăпарса кайрĕ, вăл çунса ишĕлсе анчĕ, чанĕсем ванса пĕтрĕç, пĕр пĕчĕкрех чанĕ кăна сыхланса юлчĕ.
Пушара тек алхасма памарĕç. Чиркÿн кĕлĕсем ирттермелли залĕ сыхланса юлчĕ. Кĕлĕсем ирттересси кунта кĕске вăхăтрах пуçланчĕç.
Пушара сÿнтернĕ хыççăнах халăхра чиркÿн çĕнĕ çуртне кирпĕчрен туса лартасси пирки сăмах пуçланчĕ.
Çитес çуркунне валли строительство ĕçĕсене пуçлама бетон блоксем, кирпĕч тата ытти материалсем кÿрсе килме пуçларĕç. Çуркунне çитсенех строительство ĕçĕсем пуçланчĕç. Бетон блоксемпе никĕс ячĕç, часах стенасене купалама пуçларĕç. Кунта çывăх ялсенчи каменщиксен опытлă бригади вăй хучĕ. Вĕсене ял çыннисем, чиркÿ прихутне кĕрекен юнашарти ялсенчен килнисем тăрăшса пулăшрĕç. Ку ĕçсене йĕркелесе пынă çĕрте Вăрмар поселокĕнче пурăнакан хамăр ял çыннин Н.Матвеев архитектор чиркÿ стенисене эрешлесе хăпартма тивĕçлĕ сĕнÿсем пачĕ. Стенасене хăпартнă вăхăтрах чиркÿ территорийĕнчи кивелнĕ йывăç хуралтăсене сÿтсе кирпĕчрен хурал пÿлĕмĕпе килекен хăнасене кĕтсе илсе ăсатса ямалли тата просвир пĕçерсе хатĕрлемелли хăтлă çурт туса пĕтерчĕç, унпа юнашарах мастерской хăпартрĕç. Тата чиркÿ картишĕнче вырнаçнă пусăна (тарасана) тĕпрен çĕнетсе юсарĕç, кивелнĕ йывăç пурине кăларса тимĕр бетонран тунă ункăсем ячĕç. Ку ĕçре уйрăмах Октябрьскипе Горький урамĕсенче пурăнакансем, çамрăксем аслăрах çулхисем тăрăшулăх кăтартрĕç.
Стенасене купаласа пĕтерсен калăпăшлă тăррине ылтăнланă хĕреслĕ купол хăпартса вырнаçтарчĕç. Ку ĕçе пурнăçлама автокранпа усă курчĕç. Чиркÿ çÿллĕшĕ 30 метр, каласа парать Н.Матвеев архитектор. Унтан чиркÿ тăррине турĕç, каярахпа тата 6 купол вырнаçтарчĕç, колокольнăна Ярославль облаçĕнчен кÿрсе килнĕ тĕрлĕ калăпăшлă 10 чан вырнаçтарчĕç. Ку вăл 2011 çулхи ноябрĕн 8-мĕш кунĕнче пулчĕ. Ятарлă вырăнсене çакса хунă чансене Гурий Архимандрит çветит турĕ, ятарлă кĕлĕ ирттерчĕ. Унта пурăннисене чансене шăнкăртаттарма ирĕк пачĕ.
Халĕ çĕнĕ чиркÿпе унăн çумĕнчи хуралтăсем яла илем кÿреççĕ. Шал енчен чиркÿре унта кирлине вĕçех вырнаçтарнă. Стенасене тĕрлĕрен Турăшсемпе капăрлатнă. Чиркĕве тăвас çĕрте паллах чиркÿ настоятелĕ Л.Ермолаев протоиерей тÿпи пысăк пулнă. Ырă ĕç ырăпах вĕçленнĕ. Кунта çакна палăртмалла: чиркĕве хута янă ĕçре спонсорсен пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, вĕсен хушамачĕсене хаçатра маларах пичетленĕ статьясенче çырнăччĕ. Çапла çĕнĕ чиркÿ ĕçлеме пуçларĕ.