24 ноября 2012 г.
Гипертони кризĕ юн пусăмĕ тăруках хăпарнипе палăрать. Вăл вăхăтра сипленменнипе е тĕрĕс мар сипленнĕрен пулать. Чи малтанах юн пусăмĕ питех пысăк пулмасан та пултарать, анчах та криз малалла аталаннă çемĕн вăл ытла та хăпарса каять.
Гипертони кризĕн тĕп паллисем:
- пуç ыратни;
- кăмăл пăтранать, хăстарать, пуç çаврăнать;
- чĕре хăвăрт-хăвăрт тапать, унăн патĕнче ыратать, чĕре ĕçĕ чарăна-чарăна ларать;
- хăш-пĕр чухне шăнăр туртни, пăлханни пулать.
Çапах та гипертони кризĕ паллăсăр та иртме пултарать. Çакăн пек чухне юн пусăмĕ 220х120 таран ÿснине гипертони кризĕ тесе палăртаççĕ.
Мĕн тумалла-ха гипертони кризĕ палăрсан?
- Çурмаран авăнса выртмалли вырăн йышăнмалла, хăвăра лăштăр ямалла, темиçе хутчен майĕпен сывласа илсе сывласа кăлармалла;
- гипертони кризĕ юн пусăмне антаракан эмел ĕçме пăрахнипе çыхăннă пулсан часрах çак препаратсене ĕçме пуçламалла.
Эмел ĕçнĕ хыççăн 30 минутран та юн пусăмĕ чакмарĕ пулсан васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине чĕнсе илмелле.
Гипертони чирĕпе аптăрасан пурнăç тăршшĕпе кашни кунах ятарлă эмел ĕçсе пурăнмалла. Юн пусăмĕ йĕркеленсе çитсен те хăвăр тĕллĕн кăна препаратсене ĕçме пăрахмалла мар.