24 ноября 2012 г.
Урнар шкулĕнче хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлакансем ĕçлеççĕ. Т.Иванова çирĕм çул ытла акăлчан чĕлхине вĕрентет. Шкултан вĕренсе тухсан та ачасем хăйсем юратнă вĕрентекенĕпе çыхăну тытаççĕ, ĕçре çитĕнÿсем сунаççĕ. 9-мĕш класс ертÿçи ачасене экзаменсене ăнăçлă тытса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшма тăрăшать, кирлĕ сĕнÿсем парать. Татьяна Михайловна акăлчан чĕлхине çăмăл та уçăмлă майпа ăнлантарса парать, тĕрлĕ енлĕ методикăпа усă курать. «Ачасем акăлчанла та калаçма вĕренччĕр, ют чĕлхене пĕлни паянхи пурнăçра питĕ çивĕч тăрать», - шухăшĕпе паллаштарать Татьяна Михайловна.
Н.Елисеев - нумай çул технологи тата ИЗО учителĕ пулса тăрăшать, хăйĕн ĕçне тивĕçлĕн пурнăçлать, тавра курăмне ÿстерсе пырать.Ял ачисем пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ; «Вĕсене ĕç урокĕсенче кирлĕ пек йĕркелесе пырасси манăн тивĕç», - тет Николай Георгиевич.
Г.Коновалова - шкулта секретарь-машинистка тата библиотекарь ĕçĕсене туса пырать. Пур документацине те тĕплĕ хатĕрлет, кирлĕ документсемпе сведенисене тата вĕренмелли кĕнекесене çийĕнчех хатĕрлесе тата тупса парать.