АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын çынна савса пуç тайтăр...

24 ноября 2012 г.

Çул-йĕрне этем суйлатăр,

Хăй камне манса ан кайтăр,

Пултăр унăн тус-тăванĕ,

Инкекре ăнланаканĕ.

Çын çынна савса пуç тайтăр.

В.Шемекеев.

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери Сипетлĕх (толерантлăх) кунĕнче, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта 6 класс ачисем ял библиотекинче пуçтарăнчĕç. Кунта вĕсемпе Н.Никонорова библиотекарь вулавпа курав конференцийĕ ирттерчĕ. Малтанах вăл ачасене çак уяв историйĕпе паллаштарчĕ. Унтан пурте пĕрле В.Железниковăн «Чучело» произведенийĕ тăрăх ÿкернĕ кинофильма пăхрĕç. Çак илемлĕ фильм ачасен кăмăлне кайрĕ, вĕсене тарăн шухăша ячĕ. Надежда Валентиновна панă ыйтусем çине хуравланă май, ачасем унти тĕп сăнара – Ленăна хĕрхенчĕç, чунсăрсене питлерĕç. Пĕр класра вĕренекенсем хушшинче урăхларах хутшăнусем пулмаллине палăртрĕç.

«Эпир пурте тĕрлĕ характерлă, сăнлă, пĕр евĕрлĕ шутламастпăр, анчах пурте пĕр тан. Пирĕн пĕр-пĕринпе туслă пулмалла, курайманлăхпа пурăнмалла мар», – терĕç ачасем кинофильма сÿтсе явнă май. Калаçу хыççăн библиотекарь «Сипетлĕ çын енĕсем» темăпа тест ирттерчĕ. Мероприяти вĕçĕнче шкул ачисем çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç:çынсен пĕр-пĕринпе тимлĕрех, ырă кăмăллăрах пулмалла, каçарма, ăнланма пĕлмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика