24 ноября 2012 г.
Район администрацийĕнче право йĕркине пăсассине хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ – комисси председателĕ К.Никитин ертсе пынă, унта район прокурорĕ Е.Краснов, хула тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, профилактика субъекчĕсем хутшăннă.
Район территорийĕнче пулса иртнĕ преступленисем, çав шутра граждансем эрех ĕçсе тунисем пирки те РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ю.Михеев подполковник паллаштарнă.Районта пулса иртекен кашни 3-мĕш преступление эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнипе пурнăçланă. Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров ял тăрăхĕнчи право йĕркине пăсассине хирĕç туса ирттернĕ профилактика ĕçĕсемпе паллаштарнă. 2012 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне право йĕркине пăсассипе учетра 39 çын тăрать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан Кĕтеснер ял тăрăхĕнче преступленисем тăвасси ÿснĕ. 2011 çулта – 5, 2012 çулта – 9 преступлени пулнă. Ăнăçсăр 8 çемье шутланать.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнни çынсен вăхăтне усăллă ирттерме пулăшать, йăнăш тăвас çулран сыхласа тăрать. Çак тĕлĕшпе районта чылай мероприятисем пулса иртеççĕ. Çапах та çул çитмен ачасем тăвакан преступленисем 2012 çулта самаях йышланнă, 2011 çулта – 6, 2012 çулта 25 преступлени пулнă. Мероприятисем ирттернин тĕп тĕллевĕ – çамрăксен пушă вăхăтне усăллă ирттересси, преступлени тăвассинчен сыхласси. «Мероприятисем çамрăксемшĕн преступлени çулĕ çинчи чăрмав пулмалла», - терĕ Е.Краснов прокурор.
Район шайĕнче иртекен физкультурăпа массăллă спорт, культурăпа кану мероприятийĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен райадминистрацин культура, спорт тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева, физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Л.Агапова паллаштарчĕ. Районти культура сферинче 38 культура çурчĕпе клуб, 21 библиотека, 2 музей, ачасен ÿнер шкулĕ ĕçлет. Кашни ялтах тĕрлĕ енлĕ спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕнче спортăн 8 тĕрлĕ енĕпе секцисем ĕçлеççĕ: велоспорт, çăмăл атлетика, футбол, фитнес-аэробика, самбо, кĕрешÿ, волейбол, футбол, шывра ишесси. Кашни преподаватель-тренер çумне РФ ШĔМ муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссире учетра тăракан вĕренекенсене çирĕплетнĕ.
Константин Владимирович культурăпа кану çурчĕсен ĕçне лайăхлатмаллине, халăхпа тачăрах ĕçлемеллине палăртрĕ. «Вăрмар районĕнчи суту-илÿ тата обществăлла апатлану вырăнĕсенче каçхи вăхăтра алкоголь продукцине реализацилесси» ыйтупа район администрацийĕн экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова, райпон «Общепит» тулли мар яваплă обществăн директорĕ М.Сейфуллина тухса калаçнă. 2012 çулхи октябрь уйăхĕн тĕлне районта 95 суту-илÿ вырăнĕнче алкоголь продукцине сутма 27 лицензиатăн ирĕк пур. Вĕсенчен 54-шĕ райпо лавккисем, 6-шĕ обществăлла апатлану предприятийĕн суту-илÿ вырăнĕсем, 35-шĕ уйрăм çын предпринимательсен лавккисем. Талăкĕпех ĕçлекен, талăкĕпех эрех сутма пултараканни вара «Общепит» тулли мар яваплă обществăн пĕртен-пĕр «Меркурий» буфечĕ кăна. Малашне кунта та 23 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен алкоголь продукцине сутма чарĕç.
Е.Краснов прокурор комисси ларăвĕн ĕçне пĕтĕмлетсе профилактика субъекчĕсене ятарлă планпа ĕçлемеллине, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачасене калаçнипе кăна мар, ĕçпе пулăшмаллине палăртрĕ.