АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ - тĕп вырăнта

24 ноября 2012 г.

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин пуçлăхĕ С.Димитриев, Федераллă службăн территори органĕн ЧР патшалăх статистикин пуçлăхĕ Э.Максимова, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Н.Дмитриева, ЧР Патшалăх техника надзорĕн начальникĕн заместителĕ А.Кузьминов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов тата ытти яваплă çынсем хутшăнса Кавал, Кĕтеснер, Кĕлкеш, Пинер ял тăрăхĕсенче пулчĕç, строительство объекчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, вырăнти халăхпа курнăçса калаçрĕç.

Информаци кунĕн тĕп темисем: Чăваш Республикин 9 уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата 2012 çулхи бюджет политики, ЧР Пуçлăхĕн 2012 çулхи 124 номерлĕ «Ял халăхне пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассин хушма мерисем çинчен», пирус туртассине хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттересси.

Кавал ял тăрăхĕ. С.Димитриев ертсе пыракан ушкăн Кавалти Культура çуртĕнче пулчĕ.Асăннă ял тăрăхĕ «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн конкурс çÿнтерÿçи пулнă. Çавна май Культура вучахне, ял тăрăхĕн администрацине, библиотекăна çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, чÿречесене улăштарнă. Хальхи вăхăтра шал енчен тикĕслес ĕçсем пыраççĕ. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче те пулса курчĕ, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕрентекенсемпе тĕл пулса Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕç. Райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин кăçалхи 9 уйăхри районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. С.Димитриев Чăваш Республикин 2012 çулхи 9 уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ, промышленноç производствинче, ял хуçалăх отраслĕнче, тавара ваккăн сутассин çаврăнăшĕнче пирĕн республикăн кăтартăвĕсем чылай пысăкраххине палăртрĕ. ЧР Президенчĕн 2010 çулхи 68-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикинче пирус туртассине хирĕç кĕрешессипе профилактика ĕçĕсем ирттерессин хушма мерисем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн бюджет организацийĕсенче пирус туртассине чарассипе активлă ĕçлеççĕ. ЧР Пуçлăхĕн 2012 çулхи 124 номерлĕ «Чăваш Республикинчи ял çыннисене медицинăпа санитарин пирвайхи пулăшăвне парассин хушма мерисем çинчен» Хушăвĕпе килĕшÿллĕн ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансем вырăнтах паха медицина пулăшăвĕ илме пултарĕç.

Кĕлкеш ял тăрăхĕ. Федераллă службăн территори органĕн ЧР Патшалăх статистикин пуçлăхĕ Э.Максимова ертсе пыракан информушкăн Кĕлкеш ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ĕçле ушкăн Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, ял тăрăхĕн администрацийĕнче, почта уйрăмĕнче пулса курчĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕ. Вырăнти ĕç коллективĕсемпе информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсене хускатса сÿтсе яврĕç. Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков районăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Чăвашстат пуçлăхĕ Э.Максимова Чăваш Республикин кăçалхи 9 уйăхри экономика аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Патшалăх яллă вырăнсенче унăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма пулăшнине, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине палăртрĕ. Çавăн пекех информушкăн ял тăрăхĕнче вырнаçнă «Ямуков Г.Н» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса курчĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ Г.Ямуков яваплă çынсене çĕр улми çитĕнтерес ĕçре усă куракан çĕнĕ технологисемпе тата ял хуçалăх техникипе паллаштарчĕ.

Вăрмар поселокĕ. ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Н.Дмитриева ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкула çитсе курчĕ. Чи малтанах Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта пулса унти çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Шкул директорĕ Л.Молостовкина Пĕрлехи информаци ушкăнĕн членĕсене шкул ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çакна палăртмалла: кунта кăçал çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Шкул çулсерен пурлăхпа техника базине вăйлатса пыни куç кĕрет. Ăна çирĕплетме 1615,9 пин тенкĕ уйăрнă. Шкул столовăйне пĕтĕмпех çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Муниципаллă бюджет шучĕпе столовăй валли сĕтел-пукан 183600 тенкĕлĕх туяннă. Техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме ятарласа çĕнĕ оборудовани илнĕ. Çакă пĕтĕмпех Чăваш Республикинче вĕрентĕве аталантарассипе çыхăннă тĕллевлĕ программăпа пурнăçланса пырать. Министр заместителĕ Н.Дмитриева, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов асăннă шкулăн вĕрентекенĕсемпе тĕл пулчĕç, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Н.Дмитриева ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн Пинер ял тăрăхне çитсе курчĕ, çĕнĕ шкул хăпартакан объектра пулчĕ. Хальхи вăхăтра кунта пĕрремĕш хутăн шал енчи стенисене хăпартас ĕç пырать. Ăшă паракан пăрăхсене, электричество сечĕсене хывас ĕç вĕçленет. Икĕ автомашина вырнаçмалăх гараж, газ котельнăйĕ хăпартнă, шыв кĕрекен тата тухакан сечĕсене хута ярассипе ĕçсем пурнăçланă. Пĕрремĕш хута хумашкăн бетон плитасем илсе килнĕ. Строительствăпа монтаж ĕçĕсем пĕтĕмĕшле 26 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă. Строительство объектне хăпартмашкăн республика бюджетĕнчен 25 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрнă. ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Н.Дмитриева строительство ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май çак ĕçсене пурнăçлакан «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществипе кăмăллă пулчĕ. Унăн пуçлăхĕ Н.Зайцев шкула палăртнă вăхăтра хута ярассипе тĕллевлĕ ĕçленине палăртрĕ.

Кĕтеснер ял тăрăхĕ. А.Кузьминов ертсе пыракан ушкăн асăннă ял тăрăхĕнче пулса курчĕ. Кунти тĕслĕх библиотекăра, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паркан тĕп шкулта, ача садĕнче, «Лидер» лавккара пулса вырăнти халăхпа тĕл пулчĕ, пĕрлехи информаци кунĕн темисемпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика