АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă стартсем

21 ноября 2012 г.

Ачасене сывă пурнăç йĕркине вĕрентес тĕлĕшпе шкулта тĕрлĕ конкурссем ирттереççĕ.

Акă нумаях пулмасть кĕçĕн классенче вĕренекенсем виçĕ ушкăна пайланса вăйă ирттерчĕç. Чи малтанах ушкăнри ачасем сывă пурнăç темипе йĕркеленĕ сăмахсемпе пĕр-пĕрне саламларĕç. Унтан тĕрлĕ конкурссем пуçланчĕç. Ачасем кашни конкурсах хавхаланса хутшăнчĕç. Пĕр конкурсĕ тепринчен интереслĕрех пулчĕ, апла пулин те ачасем аптраса ÿкмерĕç. Çĕнтерес тесе тупăшрĕç. Конкурссем çăмăлах мар. Акă, сăмахран, хăрах ура çинче тăрса кукăр-макăр çулпа 15 метр тăршшĕ сикесси, 3-шер ура туса çыхса чупасси, çурăмпа икĕ ача хире-хирĕç тăрса чупасси пуриншĕн те питĕ интереслĕ пулчĕ.

«Кенгуру» конкурс та ачасем çаврăнăçуллă пулнине кăтартрĕ. Ку конкурсра мечĕке икĕ ура хушшине хĕстерсе 10 метр сикесси пурне те хавхалантарчĕ. Ачасен вăр-вар та çивĕчрех пулнине кăтартакан конкурсра пакета тултарнă япаласене палăртнă вырăна илсе кайса пушатассипе те вăй виçрĕç ачасем.

Чи пултаруллă та тĕл перекене палăртма çаврашка ăшне 5 метртан мечĕк ывăтса кĕртмелле пулчĕ. Ачасем кунта та чи пултаруллă пулнине кăтартрĕç. Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен кăна мар, ăс-тăн енĕпе те маттур ачасем. Сывă пурнăç темипе йĕркеленĕ тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлессипе те тупăшрĕç, çапла вара çак хаваслă стартсем никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕç, кунта туслăх çĕнтерчĕ. Юлашкинчен ачасене тутлă канфетсемпе тата печенисемпе хăналарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика