АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шуршăл музейĕнчи экскурсире

21 ноября 2012 г.

Кĕркуннехи кану вăхăтĕнче, Кивĕ Вăрмар шкулĕнче вĕренекенсем, Шуршăлти Космонавтика музейĕнче пулса курчĕç.

Ю.Гурьева ертсе пынипе вун ултă вĕренекен Шуршăлти А.Николаев космонавт çуралса ÿснĕ пÿртре пултăмăр. Кăшт айккинелле пăхсассăн часавай ларать. Ун хыççăн музейри çуртне кĕрсе курас терĕмĕр. Музей пилĕк залран тăрать. Пĕрремĕшĕнче эпир Андриян Николаев ачалăхĕпе паллашрăмăр. Шкулта мĕнле паллăсемпе вĕренни, мĕнле парта хушшинче ларни тата ыттисем те пирĕншĕн питĕ интереслĕ пулчĕç. Иккĕмĕш пайĕнче пире космонавтсен костюмĕсемпе тата вĕсем тĕнче уçлăхĕнче çиекен апат-çимĕçпе паллашма тÿр килчĕ. Виççĕмĕшĕнче - машина ларать. Çав машинăпа ăна космосран вĕçсе аннă хыççăн Шупашкарта кĕтсе илнĕ. Тăваттăмĕш залĕнче тĕрлĕрен телескопсем тăраççĕ. Пиллĕкмĕш пайĕнче пире космос аппарачĕн пайне кăтартрĕç. Унтан вара пирĕн экскурси вĕçленчĕ. Çак экскурси пире питĕ килĕшрĕ. Хаваслă та тулли кăмăлпа таврăнтăмăр эпир киле. Ытти ачасене те музей пирки каласа патăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика