21 ноября 2012 г.
Ачасене инженер профессийĕпе интереслентерес, физикăпа математика предмечĕсене юратма вĕрентес, малашне техникăпа çыхăннă вĕренÿ заведенийĕсене суйласа илме пулăшас тĕллевпе кăçал пирĕн республикăра инженер класĕсем уçрĕç.
Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта 10 б класра пулас инженерсем вĕренеççĕ. Класра 24 ача, вĕсенчен чылайăшĕ малашнехи пурнăçа инженер профессийĕпе çыхăнтарасшăн. Çак шухăша тĕп тĕллев вырăнне хурса ачасем математика, физика предмечĕсене юратса вĕренеççĕ. Унсăр пуçне расписание хушма физика, инженери графики, физикăпа хими задачисене шутласси, тĕпчев ĕçĕсене пурнăçласси (исследовательская работа), электив курсĕсем кĕртнĕ.
Ку класра вĕренекенсем чăннипех те харсăр вара. Тăрăшуллă каччăсемпе хĕрсен шкулти кашни мероприятиех хастаррăн хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, шкул шайĕнче иртекен пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене хутшăнса 10 б класра вĕренекенсем кашни предметпах малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Д.Зайцев, Т.Ларионова, А.Кудрявцев, М.Иванова, П.Иванов, А.Петров тăватшар-пилĕкшер предметпа шкул чысне район шайĕнче хÿтĕлеççĕ. Ачасем вĕренÿре çеç мар, ытти çĕрте те ĕлкĕрсе пыраççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарти тракторсем тăвакан заводăн музейĕнче пулса курчĕç. Тĕлĕнмелли чăннипех те нумай вара кунта. Шупашкарти çеç мар, тĕнчери тракторсен историйĕ çинчен те пĕлчĕç ачасем, темĕн тĕрлĕ трактор çине ларса сăн та ÿкерттерчĕç, роботсен выставкине те курса тĕлĕнчĕç.
Экскурси Чăваш патшалăх университечĕн машина тăвакансен факультетра малалла тăсăлчĕ. Пулас студентсене çав тери кăмăллă кĕтсе илчĕç, факультет пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Ачасем кунта вĕренме кĕме мĕнле экзаменсем тытмаллипе, вĕренсе тухсан ăçта ĕçлеме май пуррипе кăсăкланчĕç. Çак факультетра вĕренме йывăр, çав вăхăтрах интереслĕ те. Кунта студентсене вĕренме пур майсем те туса панă.
Çакăн пек куравсем, экскурсисем йĕркелени ачасене малашнехи пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илме пулăшасса шанса тăрас килет.