АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта ăш сăмахпа сиплеççĕ

21 ноября 2012 г.

Нина Васильевна Мрзукова Арапуçĕнчи Ваттисен çуртĕнче 2004 çултанпа пурăнать. «Килте начарлансах çитнĕччĕ эпĕ, кунта килсен вара çĕнĕрен чĕрĕлсе тăтăм темелле», - пĕлтерет кинемей. Кĕтеснер ялĕнче 50 çул мăшăрĕпе килĕштерсе пурăннă вăл. 68 çула çитсен мăшăрĕ çĕре кĕрет, çакăн хыççăн сывлăхĕ пушшех те хавшама пуçлать хĕрарăмăн. Халĕ Нина Васильевна 78 çулта ĕнтĕ, ывăлĕ Шупашкарта пурăнать. Мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем те пур унăн.

Çамрăк чухне юрлама, ташлама ăста пулнă Нина. Паянхи кун та Ваттисен çуртĕнче иртекен мероприятисене хутшăнать, хаçат-журнал вулать, маларах чăлха-нуски çыхассипе те ăста пулнă-ха вăл. Халĕ ал ĕç тума вăй-хал сахалрах тет. Кунти пурнăç питĕ килĕшет Н.Мрзуковăна. Ваттисен çурчĕн директорĕ Л.Софронова, ытти ĕçченсен ячĕпе нумай ырă сăмахсем калать, вĕсене ăш-пиллĕхĕшĕн, çепĕç чĕлхи-çăварĕшĕн, ăшă сăмахпа сипленĕшĕн чунтан тав тăвать. «Вăй-хал чакса, сывлăх хавшаса пырать, анчах темĕнле пулсан та пурăнас кăмăл иксĕлмест, татах та нумай кун кунлас килсе тăрать», – тет Нина Васильевна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика