АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн тĕллев - налук тÿлекенсене тĕрлĕ енлĕн пулăшасси

21 ноября 2012 г.

Граждансен налукçăсем патне яланах ыйту нумай. Çавăнпа та профессильлĕ уяв умĕн хăш-пĕр ыйтусем çине Республикăри районсем хушшинчи 7-мĕш инспекцийĕн пуçлăхĕ, РФ патшалăх граждан службин 1 класлă советникĕ А.Кузнецов хуравлать.

- Анатолий Николаевич, налук службинче халăха электронлă майпа пулăшу парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Налук тÿлекенсем çак çĕнĕлĕхсем çине мĕнле пăхаççĕ-ши?

- Чи малтанах çакна палăртмалла - электронлă пулăшу парасси налук тÿлекенсене вăл е ку ыйтăва çÿллĕ шайра татса парассипе çыхăннă. Пирĕн умри тĕллевсем - электронлă пулăшу парса черетсене чакарасси, çапла вара куçа-куçăн тĕл пулма килекенсен ыйтăвĕсене те пахалăхлăрах татса парасси.

- Налук тÿлекенсем халĕ хăйсен умĕнче тăракан ыйтусене Раççей Федераци Налук службин сайтне кĕрсе татса пама пултараççĕ. Вăхăт та перекетленет, хуравне те кĕске вăхăтрах илме пулать. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, электронлă майпа пулăшу илес текенсен шучĕ ÿссех пырать, халĕ пирĕн службăн сайтĕнче 27 интерактивлă сервис вырнаçтарнă.

- Налук тÿлекенĕн уйрăм пÿлĕмĕ республикăра ĕçлет-и?

- Вăл Раççей Федерацийĕн пур субъекчĕсенче те ĕçлет. Çак сервис налук тÿлекене бюджет умĕнчи парăмне, тĕрлĕ тÿлевсен калăпăшне пĕлме май парать. Тĕрĕсмарлăха тупса палăртса тÿрех налук службине пырса çакăн çинчен пĕлтерме пулать.

- Çакăнпа кашниех усă курма пултарать-и?

- Паллах. Анчах малтан налук службинче регистрацие тăрса пароль илес пулать.

- Налук служби тата мĕнле сервис пулăшăвĕ сĕнет?

- Пирĕн службăн сайчĕ çинче юридици сăпатĕнчи çынсемпе уйрăм предпринимательсем валли те «Хăвăн ĕçе пуçла» брошюра вырнаçтарнă. Кунтан ĕçе пуçаракан предпринимательсем мĕн кирлине илме пултарĕç.

- Налук тÿлекенсене тимлес тĕлĕшпе мĕнлерех пайăр улшăнусем пур?

- Нумай енĕпе ĕçлетпĕр. Семинарсемпе канашлусем, уçă алăксен кунĕсем ирттеретпĕр, информаци стенчĕсем йĕркелетпĕр. Аслă классенче вĕренекенсем валли налук пĕлĕвĕн кунĕсене, хайлавсемпе ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕсене ирттеретпĕр. Тĕплĕнрех информацие инспекци пăхса тăракан районсен сайчĕсенче вырнаçтарнă.

- Налук службинче ĕçлеме çăмăл мар пуль...

- Чăн та çапла, налука вăхăтра тата кирлĕ калăпăшлă пуçтарма хăйсен ĕçне пĕлсе те юратса пурнăçлакан специалистсем кирлĕ. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн патĕнче профессионалсем ĕçлеççĕ. Çакна налук тÿлекенсемпе ирттернĕ сутлашусем те çирĕплетсе параççĕ. Акă кăçалхи çак вăхăт тĕлне арбитраж тата пĕтĕмĕшле юрисдикци сучĕсенче 375 ĕç пăхса тухнă, 372-шĕпе инспекци майлă йышăну тунă.

- Професси уявĕнче мĕн суннă пулăттăр?

- Налук тÿлекенсен ĕçĕ тăвалла пытăр. Инспекци ĕçченĕсене вара çирĕп сывлăх, телей, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика