АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи вăрманта шăпчăк сасси, кĕрхи вăрманта - ачасен сасси

21 ноября 2012 г.

Чăваш çĕршывĕ йĕри-тавралăх илемĕпе пуян. Мĕн авалтанах пирĕн чăвашсем çут çанталăка юратса ÿснĕ. Çавăнпа та юррисем те еплерех илемлĕ пулнă. Вăл юрăсене итлесен таçта асамлă тĕнчене е çăтмаха лекнĕн туятăн хăвна: унтах шăнкăр-шăнкăр шыв юххи, çывăра пĕлмен харсăр чĕвĕлти кайăк юрлани, çулçăсем пăшăлтатни, ача-пăчан савăнăçлă сасси илтĕнсе каять пек. Мĕн тери лайăх пулса каять чунра.

Мĕн кансĕрлет-ха пире халĕ те çут çанталăкпа киленме? Улшăнса кайрăмăр вуçех: калаçма та, юрлама та, юратма та пĕлместпĕр. Вĕренес тесен вара пирĕн телевизор, компьютер, кĕсье телефонĕсем çинчен вăхăтлăха манса çут çанталăкпа туслашма пуçламалла.

Çакна шута илсе Кĕлкеш шкул ачисем çулсеренех вăрмана тухса çÿрессине йăлана кĕртрĕç. Хĕлле йĕлтĕрпе, ытти чухне вара çуран е велосипедсемпе похода çÿреççĕ. Палăртнă кунсенче кашни класс тĕплĕн хатĕрленсе, хăрушсăрлăх правилисене пăхса тухса шкулĕпех таврари вăрмансенчен пĕрне е улăха çул тытаççĕ.

Çак кунсенче те Анаткас катине çитрĕмĕр. Çанталăкĕ шутсăр илемлĕ пулчĕ, пире интереслĕ ĕçсем, вăйăсем ирттерме хавхалантарчĕ.

Шкулти физкультура тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсне вĕрентекен О.Кузьмин учитель ачасемпе йывăр вăхăтра вăрманта мĕнле çăлăнса юлмалли пирки ятарлă мероприяти ирттерчĕ. Вăл вăхăтра ытти ачасем тутлă апат-çимĕç хатĕрлессипе тупăшрĕç, таврана тирпейлерĕç.

Биологипе хими учителĕ Е.Паденькова ачасене вăрманти ÿсен-тăрансен пурнăçĕпе паллаштарчĕ, тĕпчев ĕçĕ ирттерчĕ.

Физкультура учителĕ О.Кузьмин тата С.Романова аслă вожатăй 3-9 классенчи ачасенчен йĕркеленĕ пĕрлешÿллĕ командăсен хушшинче «Вăйлăрах, хăвăртрах, çÿлерех!» ăмăрту ирттерчĕç. Мĕн кăна туса кăтартмарĕç харсăр ачасем! Чупрĕç, сикрĕç, упаленчĕç, чăн-чăн салтаксем тейĕн. Чи пахи - вĕсем савăнни, уçă сывлăшпа сипленни ĕнтĕ вăл. Çапла «Стрела» команда (капитанĕ В.Иванов, 9 класс) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăна «Байкеры» (капитанĕ В.Ванюков, 9 класс), виççĕмĕшне «Спартак» (капитанĕ С.Бакланов, 9 класс) командăсем çĕнсе илчĕç.

Ăмăрту хыççăн кĕçĕннисем хускану вăййисем, аслисем футбол выляса савăнчĕç. Пирĕн шкулта футболла уйрăмах хĕр ачасем выляма кăмăллаççĕ, хăйсемех уйрăм командăсене хатĕрлеççĕ. Вĕсен шутĕнче шкулти хастар спортсменкăсем Т.Кузьмина, В.Петрова, Н.Обручкова, С.Матвеева (8 кл.).

Пур тупăшусенче те маттур вĕсем, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Ачасем çак мероприятипе питĕ савăнчĕç. Вĕсем кутамккисене хыçала çакса пурте пĕрле кар тăрса, тавралăхпа киленсе, шăкăл-шăкăл калаçса, сăн ÿкерчĕксем ÿкерсе килелле утнине пăхса пыма питĕ кăмăллă пулчĕ.

Тепĕр кунне – шкула, ăс пухма. Уçă сывлăшра каннă хыççăн пĕлÿ илме те çăмăлрах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика