АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар ретне тăраççĕ çамрăксем

21 ноября 2012 г.

Чăваш Республикин Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пай пуçлăхĕн ĕçĕсене кăçалхи октябрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа Валентин Валерьевич ЛЯШЕНКО пурнăçлама тытăнчĕ.

В.Ляшенко 1965 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче Украинăри Днепропетровск хулинче çуралса ÿснĕ. 1982 çулта Киеври Суворов ячĕллĕ училищĕрен, 1986 çулта Хусанти танкистсене хатĕрлекен аслă çар училищинчен вĕренсе тухнă. 1991 çулччен тĕрлĕ командир должноçĕсене йышăннă. 1991 çултан пуçласа ЧР Вăрмар районĕнчи Çар ĕç комиссарĕн призыв енĕпе ĕçлекен пай начальникĕн пулăшуçи, ун хыççăн Шупашкар хулинчи Калинин районĕнчи Çар ĕç комиссариачĕн 1-мĕш уйрăмĕн начальникĕн пулăшуçи, ЧР Çĕрпÿ районĕнчи, Канашри Çар ĕç комиссариачĕсен запасри офицерсене шута илекен уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшнă. Вăрмар районĕнчи Çар ĕç комиссариачĕн заместителĕ пулнă. Ун хыççăн Канашри Çар ĕç комиссариачĕн уйрăм начальникĕ, Улатăрти, Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Çар ĕç комиссарĕ. Чечен Республикинче ирттернĕ çар операцийĕсене хутшăннă.

ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пай пуçлăхĕн вырăнне йышăниччен В.Ляшенко Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи пай пуçлăхĕ пулнă.

– Валентин Валерьевич, çĕнĕ ĕç вырăнĕ йышăннă вăхăт Сирĕн шăпах кĕрхи призыв тапхăрĕпе пĕр килчĕ темелле. Мĕнлерех пырать-ха Çар ĕç комиссариачĕн пайĕнче яшсене салтака ăсатасси?

– Икĕ районпа илес пулсан кĕрхи призывра пурĕ 50 çамрăк службăна каймалла. Акă ноябрĕн 6, 12-мĕшĕсенче комиссариат пайĕнчен каччăсен пĕр пайне службăна ăсатрăмăр. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ полици ĕçченĕсен нарячĕпе вăхăтра тивĕçтерет. Çавна май районтан салтака ăсатса ярассине организацилесси тивĕçлĕ шайра иртет. Паянхи куна салтак пулма хатĕрленекен çамрăксем пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Анчах та йывăрлăх пур. ДОСААФ автошкулĕнче водителе вĕренсе тухнă 30 çынран 10-шĕ паянхи куна права илеме пултарайман, хăйсене шанса панă тивĕçе пурнăçламанни кăмăла хуçать. Çапла вĕсем пирĕн шанăçа тÿрре кăлармаççĕ.

– Апла пулсан çакăн пек çамрăксемпе мĕнле пулмалла-ха?

– Патшалăх водителе вĕренекен 1 курсантшăн 14,5 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Çавна май права илеймен, шанăçа тÿрре кăларайман çамрăксене çак укçана патшалăха каялла тавăрса памалла тăвасшăн.

– Паянхи куна çар службинчен пăрăнса çÿрекен çамрăксем пур-и?

– Хăйсен тивĕçне чунтан ăнланакан çамрăксем чылай. Çав вăхăтрах çар службине каяссинчен тарса çÿрекенсем пур-ха. Çапах та 2013 çултан вăя кĕрекен çĕнĕ саккун шанăç кÿрет. Унпа килĕшÿллĕн малашне çар ретне тăма хатĕрленекенсен киле повестка килсе парасса кĕтмелле мар, çар ĕç комиссариачĕн пайне хăйсен килмелле пулĕ. Çак йĕркене пăхăнманнисен ячĕпе вара РФ Уголовнăй Кодексĕн 328 статйипе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарма, ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Паянхи куна патшалăх политики тĕппипех салтакра пулнă арçынсем майлă темелле, çар службинче пулманнисене РФ Шалти ĕçсен министерствине, прокуратурăна, патшалăх влаç органĕсене ĕçе илмелле маррине пĕлтерет. Салтак пăтти çимен каччă хăйне валли пурнăçра йывăрлăхсем тупни куç кĕретех. Çавăнпа та çамрăксене Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама сĕнес килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика