21 ноября 2012 г.
Юлашки çулсенче ку е вăл пахча çимĕçе халалласа пысăк уявсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Акă Суздальте, Киров облаçĕнче - хăяр, Житомирта (Украина) - кавăн, Иваново облаçĕнче сухана халалланă фестивальсем кашни çулах иртеççĕ. Пирĕн кÿршĕллĕ Куславкка районĕнчи Кунер ялĕнче вара купăстана халалланă фестиваль республика шайĕнчен те тухрĕ. Ăна йĕркелесе пуçарса яраканĕ - хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Василий Николаевич Семенов.
Кăçал та Куславккасем асăннă фестивале çÿллĕ шайра паллă турĕç. Кунерти Культура керменĕнче иртрĕ вăл. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - çак паллă уява халăха валли ирттересси, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, культура çыхăнăвĕсене аталантарасси. Пирĕн районтан та асăннă фестивале райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи, çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп агрономĕ В.Николаев, «Россельхозцентр» федераллă патшалăх учрежденийĕн ЧР филиалĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ С.Семенов, Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ В.Николаев хутшăнчĕç. Культура керменĕнче асăннă фестивале халалласа ятарлă курав йĕркеленĕ. Кунта купăстан тĕрлĕ сорчĕсемпе паллашма, ăна мĕнлерех пăхса ÿстермелли çинчен пĕлме тÿр килчĕ. Купăста çитĕнтерме кăмăллакансем валли ятарласа семинар йĕркеленĕ. Хăйĕн ăсталăхĕпе, пуян опычĕпе хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов паллаштарчĕ. Сăмах май çакна палăртмалла: Василий Николаевичăн амăшĕ Ямпай ялĕнчен. Мĕн ачаранах вăл ял ĕçне кăмăлланă. Малтанласа кил хуçалăхĕнче купăста çитĕнтерессипе тăрăшса ĕçленĕ вĕсем. Каярахпа хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелесе ярсан çак ĕçпе тата ытларах тăрăшса вăй хума пуçланă. Паян вăл Куславкка тăрăхĕнче чи лайăх аталанса пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Савăнăçлă уяв «Купăста çăтмахĕ» театрализациленĕ куравпа уçăлчĕ. Купăста фестивальне чаплă та сумлă хăнасем чылайăн килнĕ. Вĕсен шутĕнче: ЧР ял хуçалăхĕпе культура министерствисенчен, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри районĕсен, Россельхозбанк, РФ Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнчен тата ытти яваплă çынсем. Вĕсенчен кашниех ырă сăмахсем каласа фестивалĕн малашлăхĕ тата та анлăрах пулмаллине палăртрĕç. Çакна палăртмалла: асăннă фестивале кÿршĕллĕ районсемсĕр пуçне аякри районсенчен, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен 500 ытла çын хутшăнчĕç.
Конкурссем те интереслĕ иртрĕç. Купăста йывăрăшне виçесси, çак пахча çимĕçе кĕске вăхăтра вĕтĕ турасси, такмаксем юрласси...