АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Федераци программисене сÿтсе явнă

21 ноября 2012 г.

Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççейĕн регионсен аталанăвĕн министрĕпе И.Слюняевпа курнăçнă. Тĕл пулура республика территорийĕнче федераци программисене пурнăçлассипе, пурăнмалли çурт-йĕр строительствине пулăшассипе, çавăн пекех Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

М.Игнатьев федераци министрне пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре экономкласс шутланакан çурт-йĕр строительствине вăй памалли норма акчĕсене хатĕрленĕ. Республикăн патшалăх тата муниципалитетсен харпăрлăхĕнчи çĕр резервне йĕркелеççĕ. Çак лаптăксене инженери инфратытăмĕпе тивĕçтерме палăртнă, вĕсене пĕчĕк бюджетлă çурт-йĕре комплекслă майпа тăвакансене парасшăн. Çак мерăсем çурт-йĕрĕн тăваткал метрĕн хакне палăрмаллах чакарма май парĕç. Федерацин строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх агентствине «пилот» шайĕнче республика территорийĕнче пурнăçлама палăртакан, экономкласс йышши çурт-йĕр тумалли виçĕ проектпа заявкăсем ярса панă та ĕнтĕ. Çак проектсене пурнăçа кĕртни экономкласс йышши 101,5 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яма, 1850 ытла çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма май парĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика