АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекене Перекет банкĕ пулăшса пырать

17 ноября 2012 г.

Раççей Перекет банкĕ ĕçлеме пуçланăранпа 171 çул çитнине уявласа массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Ăна Атăлпа Вятка банкĕн председателĕн çумĕ, Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров ертсе пычĕ. Вячеслав Николаевич тата унăн çумĕсем А.Пищик, К.Киргизов, А.Малышев, А.Белов Перекет банкĕн уйрăмĕн кăçалхи 10 уйăхри ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç, хальхи вăхăтра клиентсене тивĕçтерекен электрон-пулăшăвĕсем, малашлăхри плансем çинчен каласа кăтартрĕç.

В.Александров пĕлтернĕ тăрăх, çывăх вăхăтра тĕп инвестицисене офиссене, çав шутра яллă вырăнсенче те, модернизацилемешкĕн, çĕнĕ технологисене аталантарса пурнăçа кĕртмешкĕн тата халăхăн финанс тĕлĕшĕнчен пĕлÿлĕхне ÿстерме ярĕç.

Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнче хальхи вăхăтра 2200 çынна яхăн вăй хурать. Кăçал кăна банк урлă 102,8 пин çын 17,8 миллиард тенкĕлĕх кредит илнĕ. Республикăри 16,3 пин çын (44,6 процент) пенсие Перекет банкĕн филиалĕсем урлă илеççĕ. Çавăн пекех Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕ республикăри пысăк предприятисемпе - «Дорисс», «Чувашавтодор», «Букет Чувашии», «Ядринмолоко», «СУОР» тата ытти пĕрлешÿсемпе пĕрле пысăк инвестици тата строительство программисене хутшăнать, вак бизнеса кредит парса хавхалантарать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума укçа уйăрать, ыр кăмăллăх енĕпе чылай ĕç тăвать. Кĕскен каласан пĕтĕмпех ĕçлекен валли.

«Перекет банкĕ яланах клиентсен пысăк черечĕсемпе паллă пулнă», - каларĕ Чăваш уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ А.Пищик. Черетсене пĕтерме электрон мелĕпе йĕркелесе пымалли системăна кăçал пур филиалсенче те ĕçе кĕртни те черете чылай чакарма май пачĕ, - терĕ вăл. А.Пищик каланă тăрăх юлашки çулсенче банкоматсемпе терминалсен шучĕ 1,5 хут ÿснĕ. 2013 çул вĕçленнĕ тĕле тата 700 яхăн терминал вырнаçтарĕç. Вĕсем пысăк ялсенче уçăласси пирки те палăртса хăварчĕç. Унсăр пуçне тĕрлĕ электронла пулăшусем çинчен те сăмах пычĕ. Тĕслĕхрен, карас телефонĕпе кредитшăн, телевиденишĕн, çыхăнушăн, Интернетшăн тÿлеме пулать.

Пресс-конференцире РФ Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров уйрăм хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредитсене илнĕ ял тăрăхĕсене палăртса хăварчĕ. Вĕсен шутĕнче пирĕн районти Пинер ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ В.Шуйский) августпа сентябрь уйăхĕсенче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса «Уйрăм хуçалăха аталантаракан кредит илекен республикăри чи лайăх ял тăрăхĕ» ята тата хаклă парнене тивĕçрĕ.

 КĔСКЕН: районта çулталăк пуçланнăранпа патшалăх пулăшăвĕпе 638 çемье усă курнă, 127283 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Россельхозбанк урлă 416 çемье 87493 пин, Раççей Перекет банкĕ урлă 218 çемье 37820 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Чăвашкредитпромбанк пулăшăвĕпе 1970 пин тенкĕлĕх 4 çемье усă курнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика