АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталанма майсем пур, Вăрмарсем ку енĕпе маттур

17 ноября 2012 г.

ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин ĕç графикĕпе килĕшÿллĕн ноябрĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртрĕ.

Предпринимательсемпе район администрацийĕн, ЧР экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ министерствин, РФ Роспотребнадзорĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн, прокуратура, налук инспекцийĕн, Раççей Перекет банкĕпе «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществăсен тата ытти организацисен представителĕсем тĕл пулчĕç.

Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин уçрĕ. Вăл вак тата вăтам бизнес аталанăвĕ районшăн çулсерен пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса каларĕ. Уйрăм цифрăсем илсе кăтартнă май çак енĕпе пур сферăра та çитĕнÿсем пуррине палăртрĕ. «Ял хуçалăх сферинче хăйсен ĕçне тытса пыракан предпринимательсем йывăрлăхсене пăхмасăрах тыр-пулпа пахча çимĕçе пухса илсе пÿлмесене хыврĕç», - терĕ вăл. Промышленность, суту-илÿ, обществăлла апатлану сферисенче те ÿсĕмсем пулнă. Çакă район бюджетне хушма укçа кĕнисĕр пуçне çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме те май туса панă. Эппин çĕршыв тăрăх тĕрлĕ çĕре ĕçлеме çÿрекенсен шайĕ те чакĕ. Укçа-тенкĕ тенĕрен, районти тĕп стадиона, парка çĕнетме тата ытти сферăсене те питĕ кирлĕ.

Ун хыççăн Константин Владимирович «Вăрмар районĕнчи 2012 çулхи чи лайăх предприниматель» конкурса пĕтĕмлетсе тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă вак тата вăтам предпринимательствăн субъекчĕсемпе уйрăм предпринимательсен парнесем парса чысларĕ. Вĕсем - «ОВАС», «Вăрмарти çĕвĕ фабрики», «Светлана» тулли мар яваплă обществăсем, «Вăрмарти механика завочĕ» АУО, С.Афанасьев уйрăм çын предприниматель, хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ А.Игнатьев.

Район администрацийĕн экономика аталанăвĕ, промышленноçпа суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова районăн 9 уйăхри социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Ун хыççăн ЧР экономика аталанăвĕ, промышленноçпа суту-илÿ министерствин тĕп специалист-эксперчĕ Д.Ситников патшалăх енчен вак тата вăтам предпрнимательствăна аталантарма мĕнле мерăсем пуррипе паллаштарчĕ. Вак тата вăтам бизнес пуçарнă çынсене кредитсем парас йĕркепе «Чăваш Республикинчи гаранти фончĕ» агентствăн аналитикĕ А.Зиновьева каласа пачĕ, вак тата вăтам бизнеса аталантарма Республикăри бизнес-инкубатор пулăшăвĕ çинче А.Сергеев тĕп консультант чарăнса тăчĕ.

Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Республикăри тĕрлĕ инстанци представителĕсем - Роспотребнадзорăн, налук службин, прокуратурăн, Перекет банкĕпе Россельхозбанк представителĕсем тухса калаçрĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, пурте вĕсем предпринимательсене патшалăх вăл е ку енчен мĕнле пулăшу пама пултарнипе паллаштарчĕç, саккунпа çыхăннă ыйтусене çутатса пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика