17 ноября 2012 г.
Ачасен кĕрхи каникулĕ вăхăтĕнче Вăрмар районĕнчи шкулсенче вĕренекен хĕрсем хушшинче баскетболла выляса мала тухассипе А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче «КЭС-БАСКЕТ» лига вăййисем иртрĕç.
Ăна РФ баскетболистсен лигийĕ 4 тапхăрпа ирттерет. Пĕрремĕш тапхăр районти шкулсенче иртрĕ, иккĕмĕш тапхăрĕ - район шайĕнче. Ăмăртăва 9 команда (90 шкул ачи) хутшăнчĕ. Малти 2 вырăна Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулăн командисем (шкул 2 команда тăратнă) пайларĕç, 3-мĕш вырăна Пысăк Енккассинчи вăтам, 4-мĕш вырăна Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул командисем йышăнчĕç.
Çакна та палăртса хăвармалла. Ăмăртусем çивĕч кĕрешÿре иртрĕç, никам та парăнасшăн пулмарĕç, техника тĕлĕшĕнчен те пултаруллă пулни палăрчĕ.
Пĕрремĕш вырăн йышăннă команда республика шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнĕ. Кунта та мала тухнисем Раççей шайĕнче иртекен вăйăсенче тупăшĕç.