17 ноября 2012 г.
Хальхи вăхăтра шкулсенче компьютерпа тата мультимедиапроекторпа усă курса ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесси кулленех вăй илсе пырать.
Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта 8-10-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне аукцион мелĕпе тĕрĕслерĕç. Кашни класран 5 ушкăна пайланчĕç. Кашни ушкăнăн хăйĕн ячĕ пур: 8 класс - «БЭМС», 9 класс - «Эдельвейс», 10 класс - «Мандаринчики», 11 класс - «Смешарики». Аукцион йĕрки тăрăх кашни ушкăнăн 360 квантик пур. Ыйту çине тĕрĕс хуравласан квантик вылякан ушкăнĕнче юлать. Йăнăш хуравласан квантике тĕрĕс хуравланă ушкăна параççĕ. Мультиамедиапроектор çинче биологи, хими, физика, математика, вырăс литератури предмечĕсемпе тĕрлĕ ыйтусем тухаççĕ. Кашни ыйту уйрăм турпа иртет. Ушкăнсенчи ачасем ыйтусем çине хуравлама ятарласа хатĕрленĕ квантиксенчен тĕрлĕ ставкăсем палăртнă. Ытларах тĕрĕс хуравсем паракансем 9-мĕш ушкăнри ачасем пулчĕç. Ку ушкăнри С.Николаева ыйтусем çине пуринчен ытларах тĕрĕс хуравсем пачĕ, 8-мĕш класра вĕренекенсенчен Е.Волостнова, 10-мĕш класран Т.Сереброва, 11-мĕш класс ушкăнĕнчен С.Михайлова палăрчĕç.