АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вега» çăлтăр тÿпере ялан

17 ноября 2012 г.

Мария Волкова чăваш литературине пĕрремĕш килнĕ хĕрарăм-поэтсенчен пĕри. Вăл 1934 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Карăкçырма ялĕнче юрист çемйинче çуралнă. Пысăк Енккассинчи вăтам шкул хыççăн Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1966 çултанпа вара литературăна кÿленнĕ, пурăннă вăхăтра 6 сăвă кĕнеки кăларма ĕлкĕрнĕ.

М.Волкова сăвăçа халалласа Пысăк Енккассинчи библиотекăра «Вега» çăлтăр тÿпере» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Н.Никонорова библиотекарь шкул ачисене «Мария Волкова - Карăкçырма шăпчăкĕ» электронлă презентаципе паллаштарнă, поэтессăн сăввисене вуласа панă. М.Волкована халалланă мероприятие Вăрмартан В.Христофорова (унăн сăввисем район тата республика хаçачĕсенче пичетленеççĕ), «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ пулнă Г.Матвеевăн хĕрĕ Г.Матвеева килнĕ. Галина Германовна библиотекăна ашшĕн пултарулăхĕпе пурнăçне çутатса хăй çырнă «Эпĕ - халăх ывăлĕ» кĕнекине парнеленĕ. Çак кĕнекере Мария Волкова сăвăç Герман Матвеев патне янă çырусемпе паллашма пулать. Чăн-чăн поэтсен шăпи телейлĕ те асамлă: вилсен те унăн ячĕ ĕмĕре юлать.

Н.Никонорова, библиотекарь.

Кашни çулах поэтессăн тăван ялĕнче пурăнакансем унăн çуралнă кунне уявлаççĕ. Паян та, ноябрĕн 17-мĕшĕнче, Карăкçырмари клубра чыслав иртет. Пысăк Енккасси, Урнар, Саруй ялĕсенчи культура ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Мария Андреевнан сăввисем янăрĕç, вĕсем тăрăх çырнă юрăсем те шăранĕç. Çакна та палăртса хăвармалла: поэтессăн çуралнă кунĕ умĕн тĕрлĕрен куравсем, сăвă вулавĕсем иртрĕç. Ку хутĕнче те уяв хаваслă та çÿллĕ шайра иртессе шанатпăр.

П.ПЕТРОВ, уява йĕркелесе пыракан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика